Corpus of the Chuvash language

New

Ҫакна илтсен Ҫинук хӗр ачасен стройӗнчен тухрӗ те Кирюкпа юнашар кайса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пуҫласа шкула каякансен ушкӑнӗ патне типтерлӗ тӑхӑннӑ вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑмпа ҫамрӑк хӗр пырса хӗр ачасене пӗр ушкӑна, арҫын ачасене тепӗр ушкӑна тӑратрӗҫ, кӑҫалтан вӗсем уйрӑмшар классенче вӗренме пуҫланине пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Часах шкултан директор, вӗрентекенсем тухрӗҫ, пурне те строя тӑма хушрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Амӑшӗ ним калама та аптрарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Усси ҫук ҫак вӑйӑра…

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Лӗкӗш-лӗкӗш сиккелӗве вӑйӑ тетӗн-и, анне?

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Ма выляма пӑрахрӑн? — кӑсӑкланчӗ амӑшӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫинук та ҫав клеткӑсене сиккелесе пӑхрӗ, амӑшӗ савӑнсах кайрӗ Ҫинукӗ тинех хӗр ачасен вӑййине выляма тытӑннине курса, анчах хӗрӗ аллипе сулчӗ те ун патне пырса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хӗр ачасем шкул картишне сарнӑ асфальт ҫине пурпа клеткӑсем ҫырнӑ та вӗсене сике-сике выляҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кулинепе Кӗтернене, Ҫинукпа Кирюка шкул ача-пӑчасен хаваслӑ сассипе кӗтсе илчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Халь ҫав ялсенчи ачасем пӗрремӗш класранах Тӑрнапуҫ вӑтам шкулӗнче вӗренме тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫавӑнпах унти пуҫламӑш шкулсене те хупнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ытти ялсене те ҫав шӑпах ҫитнӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Киштекре ҫӗр ытла кил-ҫурт хуҫалӑхӗнчен халӗ пурӗ те ик теҫеткене яхӑн кӑна тӑрса юлнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Асӑннӑ ялсене малашлӑхсӑррисен шутне кӗртсен, вӗсем вӗтелсе пынӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Киштек, Ҫӗмӗртлӗ, Ҫирӗклӗ, Актай ялӗсем тата ытти пӗчӗк посёлкӑсем Тӑрнапуҫӗнчен ҫур ҫухрӑмра е ҫухрӑмра ҫеҫ ларнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Таврари пӗчӗк ялсене те вӑлах пӗрлештерсе тӑнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Тухӑҫ» совхоз чи тӗреклӗ хуҫалӑх пулнӑ Шуршыв районӗнче.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пилӗкҫӗр ытла кил-ҫурт хуҫалӑхӗ шутланать кунта.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӑрнапуҫ — пысӑк ял.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed