Corpus of the Chuvash language

New

Экономикӑри лару-тӑру ҫӑмӑлах мар пулин те палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе нумай тунӑ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑвашпотребсоз канашӗн председателӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов хӑйӗн отчетлӑ докладӗнче чӑваш кооператорӗсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуху ӗҫне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унта пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, 2016 ҫулхи аталану программине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш Республикин потребительсен обществисен представителӗсен 113-мӗш тата пайҫӑсен 21-мӗш пӗтӗмӗшле отчет пухӑвӗ иртрӗ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӑста ҫын ҫут тӗнчерен кайнӑ, анчах вӑл калӑпланӑ сӑнарсем юлнӑ, вӗсем тӑван театр тата кино историне чаплӑ ӗҫсем пек кӗрсе юлнӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ун пирки искусствӑри максималист тесе калама пулать. Вӑл Хемингуэя вылясшӑнччӗ. Микеланджело, Шекспир, Лермонтов - унӑн идеалӗсем. Вӑл пултаруллӑ, пысӑк чунлӑ ҫынсене хисепленӗ, хӑй те вӗсем пек пулма тӑрӑшнӑ...» - ҫырнӑ Я.Варшавский.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑть ӑҫта та вӑл чунне парса тӑрӑшнӑ, сӑнарсене хӑй витӗр кӑларса «чун кӗртнӗ».

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ю.Завадский театрӗ, Ростоври Горький ячӗллӗ театр, Моссовет ячӗллӗ театр...

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Николай Мордвинов пурнӑҫӗнчи юлашки кунчченех ӗҫленӗ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ахальтен мар арҫын ачасен темиҫе ӑрӑвӗ Котовский тӗслӗхӗпе хавхаланса ӳснӗ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Н.Мордвиновӑн ытти ролӗ хушшинче Григорий Иванович Котовский хӗрлӗ командир /А.Файнциммер «Котовский»/ паллӑ вырӑн йышӑнать.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Арбенин ролӗшӗн ентеше 1965 ҫулта Ленин премийӗпе чысланӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тен, шӑпах кинематографри «Маскарада» пула каярахпа театрта «Маскарад» ҫуралнӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Мана Герасимовпа тӗл пултарнӑшӑн Турра тав тӑватӑп», - Мордвинов ҫак сӑмахсене пӗр хутчен кӑна мар каланӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Арбенин сӑнарӗнче актер обществӑпа тата хӑйӗнпе хирӗҫӗве кӗнӗ ҫамрӑк ҫын инкекне питӗ ӑста кӑтартса панӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Каярахпа Вячеслав Горданов оператор ҫапла каланӑ: «Мордвинова ӳкересси - чӑн-чӑн телей! Мӗншӗн телей? Мӗншӗн тесен Мордвинов шухӑшлама пултаракан ӑста, вӑл мӗн кирлине, мӗнле вылямаллине хӑех пӗлет, курать».

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ентеш пултаруллӑ ҫыншӑн ҫулсем чӑрмав маррине ҫирӗплетсе панӑ!

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Лермонтов геройӗ те, унӑн шухӑшӗпе, ҫамрӑк ҫын пулнӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сергей Герасимов Арбенин рольне Мордвинова тӳрех парасшӑн пулман.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed