Corpus of the Chuvash language

New

Тӗслӗхрен, пӗлтӗр Тутарстан чиперукӗ 13 ҫулти Диана Димухаметова Парижра «Мини-мисс Планета» титула ҫӗнсе пире савӑнтарчӗ пулсан, ҫак кунсенче каллех савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: ентешӗмӗр Хусан хӗр ачи 8 ҫулти Ромина Мингазова Египетра «Мини-мисс Вселенная» титула тивӗҫрӗ, маттур!

Help to translate

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӗсем кашни ҫул тенӗ пекех Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче «чи, чи» ята ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чи пӗчӗккисем вара аслӑ аппӑшӗсенчен те пултаруллӑрах пулнине ӗнентерчӗҫ.

Help to translate

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чи хитре, чи пултаруллӑ пикесем Тутарстанра пурӑннине пирӗн хӗрсем тӗрлӗ шайри конкурссенче Хусан, республика чысне пӗрре мар хӳтӗлесе ҫирӗплетрӗҫ.

Help to translate

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пурӑна киле «Изумруд» ертӳҫин ҫак ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ тесе шанас килет.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пулсан пулӗ стилизациленӗ эстрада ташши.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хусанта чӑваш халӑх ташшин кӗввине тупма йывӑр иккен.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пултаруллӑ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ташӑ вӗренме хатӗр хӗр ачасем пур, костюмӗсене те тупма пулать (шкул директорӗ О.Н. Мартынова ҫамрӑк артистсене яланах пулӑшма хатӗр, кашни ташӑ валли ҫӗнӗ костюм ҫӗлеттерме тӑрӑшать).

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Анчах ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑлах мар иккен.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Лилия Валерьевнӑн ӗмӗчӗ – чӑваш халӑх ташшине лартасси.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Халӗ Шарафутдинова класӗнче вӗренекенсен репертуарӗнче вырӑс, тутар, казах, акӑлчан ташшисем.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Лилия Валерьевна Чӑваш Енри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ вӑхӑтрах халӑх ташшисене кӑмӑлланӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ чух вара ҫак туртӑм тата вӑйлӑрах ҫирӗпленнӗ.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫаплах «Изумруд» ҫитӗнӗвӗсенче те чи малтанах унӑн ертӳҫин тата ташӑсем лартаканӗн Лилия Шарафутдиновӑн тӳпине палӑртмалла.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Паллах, темӗнле пултаруллӑ коллектив пулсан та ташӑ интереслӗ мар-тӑк куракан асне кӗрсе юлаймӗ, жюри членӗсен кӑмӑлне ҫавӑрма вара татах та ҫӑмӑл мар.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ытти ушкӑнсенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑрать вӑл – костюмсемпе те, ташлас пултарулӑхпа та, йӑл куллипе те, сцена ҫинче хӑйне тирпейлӗ тыткалассипе те, вырӑссем ҫакна пӗр сӑмахпа артистичность тесе палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫамрӑк «Изумруда» пӗрремӗш конкурсрах асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Халиччен пысӑк сцена ҫинче аслӑрах классенче вӗренекенсем кӑна хӑйсен пултарулӑхне кӑтартатчӗҫ, ку вӗренӳ ҫулӗнче вара кӗҫӗннисен ушкӑнӗ те куракан умне тухрӗ.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хусанти 12-мӗш номерлӗ музыкӑпа хореографи шкулӗнчи «Изумруд» ташӑ ушкӑнӗсен ячӗ конкурсран конкурса янравлӑрах та янравлӑрах илтӗнет.

Help to translate

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Шел пулин те, хальлӗхе ҫырма-ҫатрасем ҫав-ҫавах ҫӳп-ҫаппа тулаҫҫӗ.

Help to translate

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хусана тирпей кӗртес енӗпе пӑр тапранни, чӑн та аван япала, анчах районсенчи ялсене ку йӗрке хӑҫан ҫитӗ-ши?

Help to translate

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed