Corpus of the Chuvash language

New

Ҫавнашкал воинсем Антип Николаевичӑн тӑван ялӗнчен те, районпа республикӑран та йышлӑ, 16 пине яхӑн.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Сӑмах май, пӗр Уравӑш ялӗнче кӑна Байкал леш енчи, 1-мӗш тата 2-мӗш Хӗвелтухӑҫ фрончӗсенче, Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫапӑҫнӑ 15 ҫын пулнӑ иккен.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ветерансен Хисеп кӗнекине Антип Николаевичпа унӑн мӑшӑрне Екатерина Федоровна Николаевсене, Мачамӑшри Илья Павлович Прокопьева, Услапа Нурӑсри Иван Степанович Куликовпа Валерий Андреевич Федоров контр-адмирала, Уравӑшри Виталий Петрович Воробьева кӗртнӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫапӑҫнӑ е ҫарта тӑнӑ ентешсен ветеран организацийӗн Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта ирттерекен тӗлпулӑвӗсене мана, унти ҫамрӑк зоргенецсемпе обществӑлла майпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑран, 40 ҫул ытла хутшӑнма тӳр килчӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Антип Николаев сценарийӗпе «Память», «Цветы на камне», «Звезды на небе» документлӑ кинофильмсем ӳкерчӗҫ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Уйрӑм произведенийӗсем вырӑсла тата чӑвашла ҫеҫ мар, кумыкла, ҫармӑсла, тутарла, даргинла, аварла, лакла, пушкӑртла, молдаванла тухнӑ, пӗр калавне шкулта вуламалли кӗнекере те вырӑн панӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антип Николаевич Николаевӑн тӑватӑ очеркӗ Пӗтӗм Союзри Асӑну кӗнекине кӗчӗҫ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Унта вӑрнарсене халалланӑ очерксем те йышлӑ, вӗсенчен пурте тенӗ пекех хӑй вӑхӑтӗнче Михаил Васильев редактор тӑрӑшнипе район хаҫатӗнче пичетленсе пычӗҫ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Вӑл тӑван халӑха «Память солдатского сердца» ятлӑ документлӑ тӑхӑр кӗнеке парнелерӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

СССР Писательсен союзӗн тата Журналистсен союзӗн членӗ республикӑри Асӑну кӗнекине тума пуҫарса яракансенчен пӗри пулчӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Дагестанра ҫӗр чӗтреннипе арканнӑ хулана ҫӗнӗрен ҫӗклеме кайнӑ чӑваш строителӗсем патне аякри ҫулҫӳреве тухса килсен, «Здравствуй, Дагестан!» ятлӑ кӗнеке ҫуралчӗ, уншӑн ӑна Дагестан республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Хисеп грамотипе чысларӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн вӑл Чӑваш журналисчӗсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине илме тивӗҫрӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Прохор Трофимов полковникпа алла-аллӑн тачӑ ҫыхӑну тытса «Наши земляки – Герои Советского Союза», «Солдатская слава» кӗнекесене кун ҫути кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

, «Семья героев», «Вӗсем саккӑррӑн пулнӑ» тата ытти кӗнекесемпе савӑнтарчӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Вулакансене Аслӑ Ҫӗнтерӳ паттӑрӗсем, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ҫинчен «139-я Рославльская Краснознаменная», «Боевая слава Чувашии», «Полк анӑҫалла васкать», «Шавлӑр, хурамасем!»

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ҫар ӗҫӗнчен запаса тухса Шупашкара килсен, Антип Николаев майор Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн яваплӑ секретарӗн ӗҫне хастарлӑн кӳлӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах литература вучахӗнче те сумлӑн тӑрӑшрӗ, Мускаври архивсенче ӗҫлесе, фронтовиксемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе тӗл пулса паха материалсем чылай пухрӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

«Подвиги героев бессмертны» кӗнекешӗн вӑл Аркадий Гайдар премийӗн лауреачӗ ятне илме тивӗҫнӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Республика тулашӗнче пичетленнисенчен чи паллӑраххисем – Ҫурҫӗр Хӗвелтухӑҫ кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Полярные орлы», «Ни шагу назад», «Юность тундры», «Пламенные сердца» кӗнекесем.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ совет салтакӗсемпе офицерӗсем, генералӗсемпе адмиралӗсем ҫинчен вӑл вӑтӑр ытла кӗнеке ҫырса кӑларма пултарчӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Кӑмпалта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыравҫӑна тата ҫар ҫыннине Турӑ ҫӗр ҫинче 67 ҫул ҫеҫ уйӑрса панӑ пулин те, унӑн малашлӑха шанса тунӑ ӗҫӗсем ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн паян кун та пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed