Corpus of the Chuvash language

New

Тӗрӗсех калать пичче, Крым халӗ пирӗн, мӗншӗн тесен Крым ҫурутравӗнче ытти халӑхпа пӗрле чӑваш диаспори те хастар ӗҫлесе пурӑнать.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Мӗнлерех хӗпӗртерӗмӗр эпир референдум хыҫҫӑн! Пӗтӗм ҫӗрте уяв! Пурте Раҫҫей! Раҫҫей! тесе кӑшкӑраҫҫӗ», – халӗ те савӑнӑҫлӑ туйӑмсемпе пурӑннине систерчӗ вӑл.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Крым Раҫҫей пулса тӑнӑ куна паянхи пекех ас тӑвать.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кирек мӗнле сферӑра та ӗҫ вырӑнӗ нумайланни, таврара йӗрке хуҫаланма пуҫлани, ҫынсем Раҫҫей законӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӑмӑллӑхсене тивӗҫни пирки те пӗлтерчӗ.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Ҫулсем тума пуҫларӗҫ, унччен вӗсене сарнине курман, тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ илме май пур халӗ, сӑмахран, икӗ хутчен больницӑра выртса тухрӑм – пӗр тенкӗ те тӳлемен», – юлашки вӑхӑтри улшӑнусем пирки каласа пачӗ вӑл.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пичче каланӑ тӑрӑх, Крым республики Раҫҫей шутне кӗнӗ хыҫҫӑн вӗсен пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланнӑ, ҫакӑ кашни кун ытларах та ытларах сисӗнет-мӗн.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ытларах улшӑнусем пирки сӑмахлатпӑр паллах.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗсен пире каласа памалли нумай халӗ, пӗр ҫӗршывра пурӑнатпӑр-ҫке.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗрӗс калать, ҫывӑхлантӑмӑр: малтанхи ҫулсенче унпа сайра хутра ҫеҫ хутшӑнаттӑмӑр пулсан юлашки вӑхӑтра пӗр-пӗрин патне час-часах ҫырма пуҫларӑмӑр.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Сирӗнпе тата та ҫывӑхлантӑмӑр, канма килӗр пирӗн пата, халӗ Крым сирӗн», – ҫулла канма килмешкӗн йыхравлать ҫемьене Симферопольте пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри пичче Андрей.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шупашкар районӗнче ҫурт-йӗр строительствин ӳсӗмӗ иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 3,1 хут ытларах.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ултӑ муниципалитетра (Йӗпреҫ, Муркаш, Пӑрачкав, Комсомольски, Етӗрне районӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хули) строительство ӗҫӗсем «шӑнса ларнӑпа» пӗрех – кӑтартусем ҫук.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Патӑрьел районӗнче ку кӑтарту 1501 тӑваткал метрпа танлашать, Канаш районӗнче – 898 тӑваткал метрпа.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧР Строительство министерствин информацийӗ тӑрӑх, 4301 тӑваткал метр пурӑнмалли лаптӑка хута янӑ Шупашкар районӗ чи пысӑк строительство калӑпӑшӗпе палӑракан муниципалитетсен йышӗнче.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫав шутран 8564 тӑваткал метр – уйрӑм ҫурт-йӗр.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

2016 ҫулхи январь-февраль уйӑхӗсенче Чӑваш Енре 39515 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Ҫӗршыври экономикӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче те регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫлесе пырать. Паян регион хӑйӗн строительство комплексне тивӗҫтерсе тата патшалӑх программисене пурнӑҫласа халӑх умӗнчи яваплӑха тӳрре кӑларать, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине кирлӗ шайра тытса тӑма май парать», – тенӗ федераци министрӗ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Михаил Мень 2016 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсене пурне те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине палӑртнӑ, ҫак тӗллевпе регион федераци бюджетӗнчен хушма укҫа илӗ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Республика Пуҫлӑхӗ экономкласс йышши ҫуртсен строительствин пысӑк пӗлтерӗшне палӑртнӑ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унта нумай хутлӑ ҫуртсене тӗпрен юсама укҫа пухассипе, граждансене кивӗ ҫуртсенчен куҫарассипе, йӑлари хытӑ каяшсене вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed