Corpus of the Chuvash language

New

Андрей Васильевичпа Николай Михайлович хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Александр Юрьевича саламларӗҫ, харпӑрлӑхри комбайн мӗнпур ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме пулӑшасса иккӗленменнине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Игнатьевсемшӗн кӑҫалхи ӗҫҫи вӑхӑчӗ ырӑ пулӑмран пуҫланнине палӑртас килет: вырма ӗҫӗсене пурнӑҫлама техника маларах ытти хуҫалӑхсенчен тара тытнӑ пулсан халӗ вара пӗтӗмпех хӑйсем ӗлкӗрсе пырӗҫ, мӗншӗн тесен тин кӑна вӗсем ПАЛЕССЕ GS10 комбайн туяннӑ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Курӑмне хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ кунта, 381 гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче кӗрхи тата ҫурхи тулӑ, урпа, ҫӗрулми, нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫитӗнтереҫҫӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

«Игнатьев А.Ю.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп енӗ — выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

«Ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ чухне пӗр минута та сая ярас килмест, ҫавӑнпа иртен пуҫласа каҫчен — хирте. Вырмана хӑвӑрт тата тухӑҫлӑ вӗҫлесси — малти вырӑнта», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ Геннадий Вячеславович.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ӗҫӗ сахал мар хуҫалӑхра — 100 гектар ҫинче урпа, 110 гектар ҫинче ҫурхи тулӑ ҫитӗнтереҫҫӗ кунта.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

«Владимиров Г.В.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Вячеславович ял ҫумӗнчи лаптӑкра ACROS-530 комбайнпа тырӑ выратчӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Эпир пынӑ чухне те трактор рулӗ умӗнче ҫӗрулми кӑларатчӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Пӗчӗкренех ашшӗпе пӗрле уй-хир ӗҫӗсене кӳлӗннӗскер, кирек мӗнле техникӑна та парӑнтарма пултарать вӑл.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Григорий Ивановичӑн шанчӑклӑ пулӑшуҫи — унӑн ывӑлӗ Андрей.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

«Кӗҫех вырмана та тухӑпӑр, 10 гектар ҫинчен кӗрхи тулӑ, 35 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ ҫурхи культурӑсем ҫапса тӗшӗлемелле», — терӗ вӑл.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Юнашар анасем ҫинче — «Коломбо», «Джелли» тата ытти сортлӑ ҫӗрулми.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Тулли михӗсене ҫийӗнчех йывӑр машина ҫине тиесе упрама илсе кайса хураҫҫӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Акӑ, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич Васильев тата унӑн заместителӗ — райадминистрацин ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Николай Михайлович Николаев эрнипех тӗрлӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳрерӗҫ, вӗсенчи лару-тӑрупа вырӑнта паллашрӗҫ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ҫак эрне ӑшӑпа савӑнтарнине кура ӗҫ малалла каять, районти яваплӑ ҫынсем вара кам мӗн тунине тимлесех тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Типӗ ҫанталӑкра уй-хирте ӗҫ вӗресе тӑрать — тырӑ выраҫҫӗ, курӑк ҫулаҫҫӗ, ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, унта та кунта тракторсемпе комбайнсем кӗрлени илтӗнет.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Вӑрмар районӗ пирки калас пулсан кунта та ҫӗр ӗҫченӗсем — уйрӑм кил хуҫалӑхӗсенчен пуҫласа ял хуҫалӑх таварӗсен производителӗсем таранчченех — пурте вӑхӑта сая ямасӑр кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ҫапах та, министр сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсене пӑхмасӑрах, пӗрчӗллӗ культурӑсен, ҫӗрулмипе ытти пахчаҫимӗҫӗн тухӑҫӗ пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан лайӑхрах.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Вырмапа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва иртнӗ тунтикунхи ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С.Артамонов ӗҫҫи тапхӑрӗн пуҫламӑшне йыврӑлӑх кӳнӗ ҫанталӑк условийӗсем малашне те лӑпкӑлӑх кӳмӗҫ, республикӑн пӗтӗм территорийӗнчех вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫумӑр ҫусах тӑрӗ тесе палӑртнӑ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем уйрӑмах пӑшӑрханаҫҫӗ, синоптиксен асӑрхаттарӑвӗсене ирӗн-каҫӑн тимлесех тӑраҫҫӗ, куҫа уҫнӑ-уҫман чӳречерен пӑхаҫҫӗ — уяр-и паян е ҫук, Интернетра ҫанталӑк прогнозне тишкереҫҫӗ, уй-хирте вӑхӑта вӑрла-вӑрла тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ, мӗн акса-лартса ҫитӗнтернине епле те пулин пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed