Corpus of the Chuvash language

New

Тӗлпулусенче ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӗсене татса памалли майсене палӑртнӑ, вырӑнта пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тӗплӗн хуравланӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Светлана Ульдина Чӗчкен ял тӑрӑхӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Ҫанталӑк йӗркеленсенех уя тухӑпӑр», - терӗ Валерий Геннадьевич.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Техника хатӗр, механизаторсем ҫителӗклӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫал Хырхӗррисем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене 692 гектар ҫинче акма палӑртнӑ, ҫӗрулми 30 гектар йышӑнӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хальлӗхе кунти ӗҫченсем нумай ҫул ӳсекен курӑксен пуссисене сӳрелеме пуҫланӑ, ҫӗр типсе ҫитменни ытти ӗҫсене тума чӑрмантарать-ха.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫапла ӗнтӗ, хӗрӳ ӗҫҫи пуҫланнӑ тапхӑрта ертӳҫӗсен кабинетра ларма вӑхӑт ҫук.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Восток» ЯХПК председательне Валерий Михеева хуҫалӑхӑн машинӑпа трактор паркӗнче тӗл пултӑмӑр.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Акӑ, ҫитес кунсенче кунта ял халӑхӗпе пӗрле масарсене тирпей-илем кӗртесшӗн, килсенче пуҫтарӑнакан ҫӳп-ҫапа вара михӗсене тултарса полигона тиесе ярассине аван йӗркеленӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Куҫа-куҫӑн калаҫура Пӗрлехи информкунӑн темисене хускатрӗҫ, унсӑр пуҫне кулленхи пурнӑҫра тӗл пулакан ыйтусенчен те пӑрӑнмарӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем «Восток» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ӗҫченӗсемпе, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче урамсене, ҫул айккисене тирпейлекенсемпе тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хырхӗрри ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекен ушкӑнра вара Анатолий Воробьев пуҫлӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов пулчӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Асӑннӑ фермӑра 2014 ҫулта кашни ӗнерен 8000 кг, 2015 ҫулта 8000 кг яхӑн сӗт суса илнӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа пӗрлех кунта Илдус Миннетуллин «Асаново» ЯХПК кредитсемсӗрех ӗҫлеме пултарни савӑнтарнине, хуҫалӑх ферми республикӑра сӗт сӑвассипе 1-мӗш вырӑнта ҫирӗпленнине каласа хӑварчӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Унсӑр пуҫне хуҫалӑхра удобрени те, ҫунтармалли-сӗнтермелли материалсем те ҫителӗклӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӑрлӑх ҫителӗклӗ, 100 проценчӗпех акма юрӑхлӑ кондицие тивӗҫтерет.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫалхи ҫур акинче вара пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 490 гектар, 20 гектар ҫӗрулми, 50 гектар куккурус тата пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 100 гектар ҫинче акса хӑвармалла.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Асаново» ЯХПК председателӗ Александр Бахтеров каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул кӗрхи культурӑсене 142 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, калчасем аван хӗл каҫнӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Асанкасси ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Николай Карпов вара ял урамӗсене тирпейлесси ҫинчен калаҫу пуҫарчӗ, вӑл мӗнле йӗркепе пулса пырасси пирки чарӑнса тӑчӗ, ҫак ӗҫе пурне те хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Илдус Хадзятовичпа Александр Петрович кашни темӑна тӗплӗн ӑнлантарса пачӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed