Corpus of the Chuvash language

New

Фронтовикӑн кӑкӑрне Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» тата ытти медальсем илемлетнӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

К.А.Акчуриншӑн киле таврӑнмалли вӑхӑт 1946 ҫулта ҫитнӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Пӗр ҫырӑвӗнче вара ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Эсир мана кӗтетӗр пулсан та эпӗ часах пырас ҫук. Халӗ тӗп задача - Гитлер йыттисене, юнӗҫенсене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫапса салатасси. Вара татах вӑрҫӑчченхи пек чечеклӗ, илемлӗ пурнӑҫ пуҫланӗ. Эпӗ те киле таврӑнӑп».

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Хӗрне шӑрҫаланӑ ҫырусене яланах ҫапла пуҫланӑ: «Юратнӑ хӗрӗм Нарспи...».

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Пушӑ вӑхӑтсенче вӑл килне, мӑшӑрне, хӗрӗпе ывӑлне ҫырусем вӗҫтернӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӗҫленичченех Корнил Акчурин рота политрукӗ пулнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе фронт валли салтаксем хатӗрленӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

«Манӑн атте Берлина ҫитмен пултӑр, ҫапах вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулине тӑшманран хӳтӗленӗ, Мускав хулине ирӗке кӑларнӑ чухне паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа палӑрнӑшӑн ӑна медальпе наградӑланӑ», - тет хӗрӗ Нарспи Корниловна.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Часах пирӗн ҫарсем Мускав ҫывӑхӗнчи пӗтӗм участокра наступлени пуҫласа янӑ, тӑшман ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳссе каялла чакнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Политбоецсем политруксен пӗрремӗш пулӑшаканӗсем пулнӑ, хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, хастарлӑхӗпе ыттисене тӗслӗх кӑтартса, хавхалантарса тӑнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

127 ҫынна, ҫав шутра Корнил Акчурина та, суйласа илсе Мускаври ҫарпа политика училищин курсӗсенче вӗрентнӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ нимӗҫ фашисчӗсем ҫӗршывӑн чӗрине ярса илесшӗн талпӑннӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ҫак тапхӑр тӗп хулашӑн питӗ кӑткӑс, йывӑр пулнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Унтан, теплушкӑсем ҫине лартса, Мускавран 60 ҫухрӑмри Кубинка станцине илсе ҫитернӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Свердловскра вӗсене пӗр уйӑх ҫурӑ фронтра кирлӗ пулакан вӑрттӑнлӑхсене вӗрентнӗ-хӑнӑхтарнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

1941 ҫулхи августӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енрен 500 коммунистпа комсомолец хӑйсен ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Тен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланман пулсан, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне хаҫатпа ҫыхӑнтаратчӗ, пӗлме ҫук.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Шӑпа ӑна редакцие те илсе ҫитернӗ, 1939-1941 ҫулсенче вӑл «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗн ҫумӗнче, яваплӑ редакторӗнче ӗҫленӗ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел каччи Корнил Акчурин Патӑрьелӗнчи педагогика училищине пӗтернӗ, ӗҫ стажне Хирти Шӑхасан пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнчен пуҫланӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Материала ҫырнӑ чухне хӗрӗн, Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Нарспи Корниловна Васильеван, ҫырӑвӗпе усӑ курнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ку номерте аслӑ ӗҫтешӗмӗрсенчен пӗрин, Корнил Александрович Акчуринӑн, пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарасшӑн.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed