New
Халь ӗнтӗ вӑл каллех хӑватланса кайрӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Лаша витине вӗсем ҫуркуннех пӗр пӑт ҫӑнӑхла Куттӑр Митюкне сутнӑччӗ, анкартинчи кӗлетне, хам пахчапа юнашарах тесе, Лариван икӗ пӑт ҫӑнӑхла туянчӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ярмушпа амӑшӗн сутмалли те, пусмалли те нимӗн ҫук.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ҫынсем, пӳрчӗсене, хуралтисене тырӑлла улӑштарса е питӗ йӳнӗлле сутса, ҫӗнӗ ҫӗре, «тырӑллӑ вырӑнсене» куҫа-куҫа кайрӗҫ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ялта лашаллӑ-ӗнеллӗ хуҫалӑх сахал тӑрса юлчӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Пур-ҫук выльӑха, пурпӗрех хӗл каҫарма апат ҫук тесе, пусса ҫирӗҫ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ҫу варринче ял халӑхӗ выҫма тытӑнчӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ҫу пуҫламӑшӗнчех карта-хӳме сулхӑнӗнче ӳснӗ вӗлтӗрене, серте-пултӑрана ҫынсем, миххи-миххипе татса, «хӗл хырӑмӗ» валли типӗтсе ҫакрӗҫ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Нимӗн шеллевсӗр выҫӑ вилӗм кунсерен куҫа курӑнса, шӑмӑ аллипе юнаса ҫывхарчӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Хирте ешӗл тӗс куллен-кунах пӗтсе пычӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ҫумӑр ҫӑвасси-тӑвасси ҫӑвӗпе те пулмарӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Тырра вара тусан ҫинех сапрӗҫ темелле.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ҫӗр пушшех типсе кайрӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
«Ир акакан вӑрлӑхсӑр юлман», тенине маннӑ пек, ҫуман ҫумӑра кӗтсе, ялйыш ҫуракине вӑхӑтра тухмарӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Пытарса хӑварнӑ тырри те, мулӗ те пайтах пулнӑ пуль ҫав — Куттӑр Митюкӗ те, Лариван та пасарсенче каллех тырӑ сутса услам тӑва пуҫларӗҫ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Нэп тапхӑрӗ вӗсене тепӗр хут вӑй илме май пачӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Хӑйсем вӗсем каллех пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, ҫапах ӗлӗкхилле уҫҫӑнах, сӗмсӗрленсех мар, асӑрхануллӑн та вӑрттӑн кӑна пуйма тытӑнчӗҫ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
— Советсем халӑха выҫтарса вӗлермӗҫ, анчах пуйма та памӗҫ, — лӗкӗртетрӗҫ Лариванпа Куттӑр Митюкӗ пӗлӗшӗсем хушшинче.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Юрать-ха, патшалӑх вӑрлӑх пачӗ.
VII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 3–79 с.
Ялти икҫӗр хуҫалӑхран пӗр ҫирӗмӗшӗн кӑна акмалӑх тырӑ юлнӑ.