Corpus of the Chuvash language

New

Унтан яваплӑ ҫынсем Арапуҫӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӗҫлекен «Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ.

Help to translate

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Канашлура Чӑваш Республикинче уртаракан чир тата лейкоз чирӗсем еплерех сарӑлнине, хуҫасӑр ҫапкаланса ҫӳрекен чӗрчунсен йышне йӗркелесе тӑрассине, пӗтӗмӗшле лару-тӑру еплерех пулнине сӳтсе явнӑ.

Help to translate

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кунта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе А.Тихоновпа, ветстанци начальникӗпе В.Александровпа пӗрле коллективпа тӗл пулса канашлу ирттернӗ.

Help to translate

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫулҫӳреве вӑл «Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен Вӑрмар районӗнчи станци» патшалӑх учрежденийӗнчен пуҫларӗ.

Help to translate

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӑрмар районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Патшалӑх ветеринари службин руководителӗ С.Скворцов пулнӑ.

Help to translate

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑнсем Мӑнҫырма, Кивӗ Вӑрмар, Тикаш ял тӑрӑхӗсенчи халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӗрентекенсем те информаци ушкӑн членӗсене хӑйсен ыйтӑвӗсене пачӗҫ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

М.Пуклаков ҫуллахи вӑхӑтра ачасене инкек-синкекрен сыхламалли пирки аса илтерчӗ, хӑйӗн сӑмахне районта, республикӑра пулнӑ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пачӗ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Информаци кунӗн тӗп ыйтӑвӗсене информушкӑн членӗсем ялти шкулта вӗрентекенсемпе сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пӗтӗмӗшле вара ҫырӑнтару май уйӑхӗ хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗпе пӗр килнӗрен йывӑррӑн иртет.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫынсем ытларах «Хӗрлӗ ялав», «Хресчен сасси», «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» йышши изданисене ҫырӑнасшӑн.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хаҫат-журнал ҫырӑнтарас вунӑкунлӑх иртнӗ вӑхӑтра почтальонсем пурте ялсем тӑрӑх саланнӑ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫыхӑну уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗ те интереслентерчӗ информаци ушкӑнне.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ӗҫлӗ ушкӑн ялти лавккасенчи тавар ассортименчӗпе паллашрӗ, хаксемпе кӑсӑкланчӗ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Апла пулин те унпа эффективлӑ усӑ курмалла.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ял тӑрӑхӗсене кашни ҫулах ҫул-йӗр юсама укҫа-тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ, ку суммӑпа, паллах, пур ҫула та юсама май килмест.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак тӗллевпе ҫула юсас, ял ҫыннисене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес ыйтусене еплерех татса пама май пуррине Л.Егоровӑпа, М.Пуклаковпа сӳтсе яврӗҫ вӗсем.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ялта пурӑнакансем Г.Ивановпа Ю.Егоров хӑйсене тата ыттисене те пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса парасса шанаҫҫӗ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫавӑн пекех шыв ыйтӑвӗ те ҫивӗч тӑрать.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed