Corpus of the Chuvash language

New

Ҫурхи пӗр кун хӗлӗпе тӑрантарать тенӗ.

Help to translate

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кунта «Гала», «Белороза», «Ред Соня», «Невский» сортсене килӗштереҫҫӗ.

Help to translate

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Роберт Петров ертӳҫӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — кӑҫал «иккӗмӗш ҫӑкӑр» валли 85 гектар ытла лаптӑк уйӑрнӑ.

Help to translate

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Иртнӗ эрнере Вӑрнар районӗнчи «Санары» агрофирма пире хӗрӳ ӗҫ шавӗпе кӗтсе илчӗ: хуҫалӑхра ҫӗрулми лартаҫҫӗ.

Help to translate

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хускану пурнӑҫ тӑсӑмӗ пулнине яланах асра тытаҫҫӗ социаллӑ ӗҫченсем, хӑйсем те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ, ветерансене те сӳрӗкленме памаҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Алӗҫне кӑмӑллакансен ушкӑнӗнче карҫинкка, йӑлара кирлӗ япаласем ҫыхма, тӗрлӗ япала ӑсталама хӑнӑхтарни аслӑ ӑру ҫыннисен пӳрнисене хытма памасть.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аслӑ ӑру ҫыннисен кун-ҫулне ҫӗнӗ варкӑш кӗртес тӗллевпе социаллӑ пулӑшу уйрӑмӗ Чатукассинчи ветерансен ҫуртӗнче кинотерапи ирттерет: Интернетран кинемейсемпе мучисем кӑмӑллакан фильмсене уҫласа илсе экран ҫине кӑларать.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑйсен хӳттинчи ҫул ҫитмен ҫамрӑксем ӑна усӑллӑ ирттересси иккӗлентермест: чылайӑшӗ шкулта ӗҫпе канӑва черетлентерӗ, республикӑри лагерьсенче сывлӑха тӗрекленекенсем те йышлӑ пулӗҫ — ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне тӗпе хурса ҫывӑхри учрежденисене суйласа путевкӑсене туянмашкӑн саккас панӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кун пек чухне социаллӑ ӗҫченсем хӑйсем те йывӑр шӑпаллӑ ачасене савӑнӑҫ кӳмешкӗн сумлӑ тӳпе хываҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сӑваплӑ юхӑма районта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ чун ыйтнипе хутшӑнать: шкул хатӗрӗсем, уяв кучченеҫӗ пырса парать.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Васкавлӑ социаллӑ пулӑшу уйрӑмӗн тепӗр туртӑмӗ — сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ҫитӗнекенсене пулӑшас тӗллевпе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас тата Ҫӗнӗ ҫул умӗн ирттерекен ыркӑмӑллӑх акцийӗсем.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫӗнтерӳҫӗсене тантӑшӗсен умӗнче чыслани ҫамрӑк ӑстасене пултарулӑха ӳстермешкӗн хавхалантарать кӑна.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ачасен алӗҫӗсенчен йӗркеленӗ куравсене ҫӳрекен йышлӑ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансем Надежда Ивановӑпа Любовь Волкова ҫул ҫитмен ҫамрӑксене тӗрлӗ хутран, синтетика хӑюран карҫинкка ҫыхма хӑнӑхтараҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗслӗхрен, ача-пӑча библиотекипе пӗрле йӗркеленӗ «Ӑста алӑсем» кружок тӑварлӑ чустаран тӗрлӗ кӳлепе тума юратакансене пӗрлештерет.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта уйрӑм 500 тӗрлӗ пулӑшупа 465 ҫынна — аслӑ ӑрурисене, сусӑр ачасене, вӑрҫӑ инваличӗсене, тыл ӗҫченӗсене, социаллӑх тӗлӗшӗнчен тӑнӑҫсӑр шутланакансене, тӑлӑх арӑмсене, тулли мар тата теветкеллӗ ҫемьесене — тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнине кӗтсе илме хатӗрленнӗ май Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен, вӗсен тӑлӑха юлнӑ арӑмӗсен пурнӑҫпа йӑла условийӗсене тӗрӗслерӗҫ унӑн специалисчӗсем.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене, ҫав шутра ҫул ҫитмен сусӑрсене, тӑнӑҫсӑр ҫемьесенче ҫитӗнекенсене, хӳтте илеҫҫӗ: вӗсен заявленийӗсене е медицина, вӗренӳ е социаллӑ тытӑма кӗмен ытти учреждени пӗлтернине тӗпе хурса вӗри апатпа, ҫимӗҫ пуххипе, тумпа, атӑ-пушмакпа тата куллен кирлӗ япалапа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ, вӑхӑтлӑх кӗтес тупса параҫҫӗ, ирӗкӗсене хӳтӗлемешкӗн юридици, психологи тата ытти пулӑшӑва илмешкӗн май туса параҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Асӑннӑ тытӑмӑн тивӗҫӗ нумай енлӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed