New
Вӗсен шутӗнче Пелепей районӗн Вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ С.Х.Гареева‚ Пелепейри чӑваш гимнази директорӗн ҫумӗ, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.К.Алексеева тата вырӑнти шкул директорӗ А.Ф.Никитина пулчӗҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Кӑҫалхи Акатуйри чӑваш ялавне ҫӗклеме пултаруллӑ вӗренекенсем Кристина Антонова (9 кл.‚ Кивӗ Сименкке шкулӗ)‚ Рузалина Гаряева (8 кл.‚ Пелепейри чӑваш гимнази)‚ Олеся Степанова (6 кл.‚ Ярмулай шкулӗ)‚ Юлия Иванова (8 кл.‚ Слакпуҫ шкулӗ) тивӗҫрӗҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Уяв программин йӗркипе килӗшӳллӗн мероприяти ертӳҫи Светлана Игнатьева Кивӗ Сименкке шкулӗн директорне А.Ф.Никитинана‚ Пелепей район администрацин вӗрентӳ управленийӗн специалистне С.Х.Гареевана сӑмах пачӗ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Мероприяти илемлӗ, чӑваш тӗррисемлӗ тумсем тӑхӑннӑ Кивӗ Сименкке‚ Ярмулай‚ Слакпуҫ шкулӗсен тата Пелепей чӑваш гимназийӗн вӗренекенӗсем карталанса юрӑ юрланинчен пуҫланчӗ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Акатуя ирттерме тӗплӗн хатӗрленни куҫ кӗрет: чӑваш юррисене шӑрантаракан музыка аппаратури‚ тӗрлӗ тӗслӗ шарсемпе‚ плакатпа илемлетнӗ сцена‚ ачасем хӑйсем пӗҫернӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ валли лартнӑ «хӑна ҫурчӗ»‚ куракансене ларма ӑсталанӑ саксем.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Мероприятин тӗллевӗсем: пултаруллӑ та талантлӑ вӗренекенсене‚ коллективсем хушшинче туслӑх ҫыхӑнӑвне аталанма пулӑшасси‚ ҫитӗнекен ӑрӑва илемлӗхе туйма вӗрентесси‚ чӑваш халӑх фольклорне сарасси‚ вӗрентекенсен пултарулӑх опычӗпе паллаштарасси тата професси ӑсталӑхне ӳстересси.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Кӑҫал тӑххӑрмӗш хут иртекен уява чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа‚ тутлӑ чӑваш сӑрипе сӑйланӑ‚ ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн пурне те уяв лапамне илсе ҫитерчӗҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Ҫурхи хӗвеллӗ кун‚ май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче‚ Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулӑн ӗҫченӗсемпе вӗренекенӗсем чӑваш ачисен Акатуйне хутшӑнакансене – Пелепейри чӑваш гимназийӗн‚ Слакпуҫпа Ярмулай шкулӗсен вӗренекенӗсемпе ертӳҫисене – хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр!
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрлӗ тӗслӗ шарсем‚ шанчӑкпа ӗмӗт символӗ пек‚ кӑвак тӳпенелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Мероприяти вӗҫӗнче пултаруллӑ та чи лайӑх вӗренекен Юлия Потапова выпускница 1-мӗш класри Карим Гарифуллинпа пӗрле юлашки шӑнкӑрав пачӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Хӑйсенчен аслӑраххисем ҫине ӑмсанса та пӑхрӗҫ пулӗ вӗсем.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Паллах, 1-мӗш класс ачисем те выпускниксене саламламасӑр хӑвармарӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Юмаш шкулӗн йӑли тӑрӑх выпускниксем 10-мӗш класс ачисене шкул уҫҫине парса хӑварчӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Выпускниксем юрӑсем юрларӗҫ‚ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем‚ ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ‚ вальс ташларӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Ашшӗ-амӑшӗсен ятӗнчен Р.Х.Салимгареева каланӑ салам сӑмахӗсем пурин чунне те тиврӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Класс ертӳҫи Владимир Анатольевич Васильев та хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑшӑ сӑмахсем каласа ӑнӑҫу сунчӗ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Унсӑр пуҫне «Базы» СПК тата Ф.Ф.Амирханов выпускниксене Хисеп хучӗсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ.
«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Вӗсем ачасене уяв ячӗпе саламласа ырӑ ҫул сунчӗҫ.