Corpus of the Chuvash language

New

Иккӗмӗш турта медсестрасем хӑйсен професси ӑсталӑхне, теори пӗлӗвне кӑтартнӑ.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Конкурсанткӑсем ӗҫлекен ФАПсене ун чух ятарлӑ эксперт комиссийӗ тӗрӗсленӗ: медицина учрежденийӗ мӗнле шайра пулнине, ӗҫ вырӑнӗнчи тирпее, препаратсене тӗрӗс упрассипе усӑ курассине, пӗлтӗрхи кӑтартусене тата ыттине пӑхнӑ.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пӗрремӗш турне маларах ирттернӗ вӗсем.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӗсенчен вуннӑшӗ конкурсра хӑйсен профессилле ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Асӑнса хӑварар, ку районта 51 ФАПра 70 медсестра тӑрӑшать.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

ЭЛМЕТРИ сывлӑх сыхлав управленийӗнче майӑн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери медицина сестри кунне халалласа фельдшерпа акушер пункчӗсенчи медицина сестрисен хушшинче конкурс иртнӗ.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Форум делегачӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн Анат Камӑри шкул ачисен ашшӗсемпе вӗрентекенсем ачасене воспитани парас ӗҫе вӑйлатма йышӑннӑ.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

АНАТ КАМӐРИ мӗнпур шкулти Ашшӗсен канашӗ ҫак кунсенче форум ирттерсе хальхи ҫемьен модельне, ачасене воспитани панӑ ҫӗрте ашшӗсен рольне сӳтсе явнӑ, ҫамрӑкпа аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑнӑвӗ ҫинчен лекци итленӗ.

Help to translate

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тӑван ҫӗршыв та вӑйлӑрах пулӗ, ҫавӑншӑн пурте пӗрле тӑрӑшар.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫакӑн пек тӗслӗх паракан ҫемьесем ҫӗр ҫинче нумай пулсан, ачасем те кирлӗ-кирлӗ мар сӑтӑр ӗҫсем туман пулӗччӗҫ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Манӑн ҫакӑн пек чӗнсе калас килет: атьӑр-ха, чӑвашсем, эпир те Виталипе унӑн мӑшӑрӗ Галина пек ачасене тӗрӗс, сывлӑхлӑ, ӑслӑ пӑхса ӳстерер.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Виталий Петрович ачасемпе пӗрле хӑй те тӗрлӗ ӑмӑртусене яланах хастар хутшӑнать, хӑйӗн ачисене те спортпа туслӑ пулма вӗрентнӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, вӑй-халне, чун-хӑватне, укҫи-тенкине шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн Регионсен хушшинчи чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ те вӑлах, Николай Игнатьевич Петров историк-спортсмен Виталий Петрович Мердеева «Чӑваш кӗрешӗвӗн хисеплӗ ӑсти» ята парса чысларӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӑл Рязань хулинче иртнӗ Раҫҫейри пиҫиххи ҫыхса кӗрешекен ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илчӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Уйрӑмах Женя Дунаев, Дима Петрянкин, Игорь Ермолаев, Дима Алимасов, Саша Люнгин тата ыттисем те яланах малтисен шутӗнче, медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Чӑваш наци кӗрешӗвӗпе (пиҫиххи ҫыхса) тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнса ачасем яланах малти вырӑнсене ҫӗнсе илме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫав хушӑрах физкультурӑпа спорт институтне вӗренме кӗрет.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Малтанах бокс секцинче, каярахпа ачасене чӑваш наци кӗрешӗвӗн мелӗсене вӗрентме тытӑнать.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫавна пулах ӗнтӗ ӑна Матакри вӑтам шкула ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ӑҫта ӗҫлесен те вӑл яланах спорт вӑййисене аталантарас ӗҫсене хастар хутшӑнать.

Help to translate

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed