Corpus of the Chuvash language

New

Вӗсен ҫамрӑклӑхӗ ҫакӑнта ӗҫлесе иртсе кайнӑ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫул, нефтебаза, элеватор тата ытти организацисене ҫӗкленӗ ҫӗрте Тӑхӑрьял ҫыннисем вӑй хунӑ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кунти армантан пысӑк пахалӑхпа тухакан шурӑ ҫӑнӑх чи кӑпӑшки, чи шурри, чи лайӑххи пулса декабрӗн 30-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн куравӗнче» ылтӑн медаль тата пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

2001 ҫулта сехетре 300 тонна ҫӑнӑх авӑртакан, 20 тонна комбикорм хатӗрлекен завод, вӗсен ҫумӗнче 20000 пуҫ сысна ӗрчетекен комплекс туса хучӗҫ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

«Пӑрӑнтӑк элеваторӗ» уҫӑ акционерлӑ общество кунта чи пысӑк организаци.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

1978-1983 ҫулсенче ҫӗнӗ элеватор туса лартнӑ, вӑл республикӑра пысӑккисенчен пӗри – 187 пин тонна тырӑ вырнаҫтарса упрама пултарнӑ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫул пуррипех кунта райтопсбыт, райпо, сельхозтехника уҫнӑ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Унччен Пӑва районне кӗнӗ Пӑрӑнтӑк станцине Ҫӗпрел районне куҫараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Поселокра пӗрин хыҫҫӑн тепри финла ҫуртсем, почта, ача сачӗ, медпункт, шкул, клуб, библиотека, электростанци, пекарня, столовӑй ӳсе-ӳсе ларнӑ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Станци таврашӗнчи ялсенчен ҫынсем ӗҫлеме ҫӳренӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

1942 ҫултах Пӳркел, Кивӗ Пӑрӑнтӑк кӗлечӗсене куҫарса тыр-пул упрамалли элеватор туса хураҫҫӗ, унтан нефтебаза уҫаҫҫӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Станци ӳссе пынӑ май темиҫе ҫул юппи тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫулӑн каяс енӗ хальхи Кивӗ Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫумӗнчен ҫаврӑнса каймалла пулнӑ тет, ҫапла майпа «восьмойӗнче» Пӑрӑнтӑк станцийӗ пулса тӑрать.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Сивӗ Шыв ялӗн тутарӗсем сурӑх парса, хӑна туса Пӳркел тӗлӗнче пулмалли станцие хӑйсен ялне ларттараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫул сарса каймалли вырӑнсене паллӑ тӑвакансенчен пӗри кунти ҫынсенчен пӗр сурӑх ыйтнӑ иккен, чӑвашсем ӑна сурӑх парайман.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫавсем юр ашса пурӑнакан вырӑна ӗмӗрлӗхе палӑртса хӑварасшӑн пулнӑ ахӑр.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫӗр айӗнче вара пӑрӑнтӑксем (каюра йышши чӗрчун) сӗре йышлӑ пулнӑ тет.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫул тума тытӑниччен ҫак вырӑнта ҫеҫенхир пулнӑ, илемлӗрен те илемлӗ чечексем ӳснӗ унта, вӗсем ҫинче пыл хурчӗсемпе тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗшсем вӗҫсе ҫӳренӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кун ҫинчен пирӗн енче икӗ легенда ҫӳрет.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Тӑхӑрьял ҫӗрӗ ҫинче унччен те Кивӗ, Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑк ятсем пулнӑ-ха, каярах ку станцие те Пӑрӑнтӑк ятне параҫҫӗ.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed