New
Никам та ӗсӗклесе макӑрмӗ уншӑн, никам та куҫҫульпе ӳкӗнмӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте, пурте сасартӑках, тӑнчах, ӗмӗрлӗхех хӑй вырӑнне вырнаҫӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӑруках, туххӑмрах, пӗр самантрах пурте хӑй виҫине кӗрсе ларӗ: Нина хӑй валли хӑй суйласа тупнӑ хурлӑ хыпӑнчӑк та, никамӑн хуйхи-суйхине ӑнланма тӑрӑшман шелсӗр ҫут тӗнче те.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталишӗн пушшех те!
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйшӗн те, хӑй ӑшӗнче ӳтленекен ачишӗн те.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Никамшӑн та ӳпкелешмелле пулмӗ капла.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эппин — яланлӑх ҫухалу, вилӗм…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эппин, тем тери такӑнса ӳкес мар тесессӗн те, пӳрнинчен иртейместӗнех иккен пӑрӑнса.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Малтанласа Виталисем патне кайса тӗтӗрес, лешсем хӑваласассӑн та — унтах ларса юлас шухӑшӗ те ҫук марччӗ Нинӑн, анчах та калла сӗмсӗрленни калама ҫук ӑссӑрланнине чухласа илчӗ те, тутине, юн тухасла, шатӑрт ҫыртрӗ: тӑнне куллен-кун пӑраланӑҫемӗн пӑраласа пыракан шухӑш шурлӑхне татах та тарӑнраххӑн пӑчӑртатса анса кайрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шухӑш шӑнӑрне шатӑрт тӗвӗлеме, пӑркӑчласа хума ниепле те хал ҫитерейменччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Темле пӗҫерте-пӗҫерте пӑрахакан е сулчӑлатакан-лӗпсӗрлетекен пушӑлӑхра пурӑнса ирттернӗччӗ хӗр ҫав вӑхӑта.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Питрав хыҫҫӑнхи каҫсенче те вӑл пуртӑпа ним хӗрхенми лачлӑттарнӑ сӗткенлӗ хурӑн вулли пекех хӳхлевлӗ марччӗ-ха, савнӑ ҫынни пырса каҫару ыйтасса, ашшӗ-амӑшӗ умнее чӗркуҫленсе пил илтессе, туйкӗреки хушшине ларса курасса хытӑ-хытӑ ӗненнӗччӗ, питӗ-питӗ кӗтнӗччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ах, мӗн тери уйӑрӑлса каясси килместчӗ унӑн ҫакӑ ҫутӑ тӗнчерен, ҫак илӗртӳллӗ те тем анлӑш чӗрене савӑк ҫӳҫенчӗк сӑрхӑнтаракан ытарайми кӑваклӑхран.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сывӑ пул, ҫут тӗнче, тӑван-пӗтен, Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш!…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ак, ҫитсе кӗрет те вӑл яла, юлашки хут пӑхса илет те Виталие, вара…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук, пур-пӗрех ун намӑсӗ пулмасть Нина, пускас та — пулмасть-пулмастех.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Маларах шухӑшламалла пулнӑ ҫав, маларах…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халь ӗнтӗ унта текех иртнӗ ӑспа пуйса лар.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла ҫав: чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ма итлемелле марччӗ-ши ват ҫын сӑмахне, мӗн, чӳпӗк тултарса хунӑччӗ-им ун хӑлхине?