New
Маюк ӗнер хӑйсене каласа панине пӗр сӑмах сиктермесӗр завуча пӗлтерсен Ирина Степановна пӗр авка чӗмсӗр ларчӗ, Шкул, Маюк ҫинчен ҫак намӑса епле сирмелли пирки шутларӗ пулас.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Ан ӗненӗр ҫав элеке, сире эпир ӗҫ-пуҫ чӑннипе еплерехне калас тетпӗр.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Илтрӗм-ха, ҫак сӑмах шкула чыс кӳмест.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Сирӗн хӑлхӑра та кӗчӗ пуль Маюк ҫинчен сарӑлнӑ элек?
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫинукпа Кирюк вырнаҫрӗҫ те: — Ирина Степановна, каҫарӑр, пӑлханнипе сывлӑх сунма та мантӑмӑр. Ыйтӑвӗ ытла кӑткӑс. Сывлӑх сунатпӑр сире, — пуҫларӗ калаҫӑва Ҫинук.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Хӑюллӑрах, — пӗр сӑмахпа хавхалантарчӗ завуч, — тенкел илсе мана хирӗҫ ларӑр.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑтанарах кӗрсе тӑчӗҫ пӳлӗме, сӑмахне те тӳрех пуҫлаймарӗҫ, сывлӑх сунма та манчӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кӗрӗр, — илтӗнчӗ шалтан.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫинук алӑка шак-шак тутарчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Курткисене гардероба хӑварса завуч пӳлӗмне утрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Тепӗр кунне Кирюкпа Ҫинук шкула иртерех ҫитрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑраха пынӑ чуп тӑвура вӗсем ҫил ачисем туратсем хушшинче ӳленине те илтмерӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пуҫу ӗҫлет санӑн, хамах чуп туса илем-ха сана ҫавӑншӑн.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Капла эпир Маюка ернӗ хура пылчӑка ыранах ҫуса тасататпӑр.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Лайӑх шухӑш.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Атя ыран завуч патне кӗрсе Маюк йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ пирки, амӑшӗ хӑйӗн ултавлӑ хӑтланӑвӗсене хӗрӗ ҫине тиеме пӑхни ҫинчен каласа парар, шкулта вӗренекенсен пухӑвне ирттерме, унта Кӗлмук мучине чӗнме ыйтар.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
ӗҫӗ йывӑр, кашни вӗренекенпе уйрӑмшарӑн калаҫса Маюк ним чухлӗ те айӑплӑ мар тесе ӗнентерме вӑрах вӑхӑт кирлӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Маюка элексенчен хӳтӗлесе унӑн таса ятне каялла тавӑрма май килӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Ҫинук, атя Маюкпа, Кавӗрлепе ҫывӑх туслашар.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Епле вӑл пурӑннӑ хӗр ӳсӗмне ҫитиччен амӑшӗн, кукашшӗн путсӗр хӑтланӑвӗсене чӑтса?