New
Туй иртни виҫҫӗмӗш эрне ҫеҫ вӗт-ха.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Савӑнӑҫ мар-и ват хӗрарӑмшӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ авланни, киле кин кӗртни!
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ывӑлӗ тулти пӳртре салтӑниччен амӑшӗ суханпа, ҫупа вӗретнӗ, купӑста шӑрши перекен чугун чӳлмеке кӑмакаран туртса кӑларчӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Шалти пӳртри чӳречере Натиш мӗлки курӑнчӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӗнӗ хуҫине пысӑк хура йытӑ хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ, пӗр-иккӗ хамлатрӗ те, хӳрине пӑркаласа, ачашланма пӑхрӗ, анчах Влас, ӑна асӑрхаман пек, крыльца ҫине хӑпарса тӑчӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Влассен хапхи умне юр хывнӑ та ӗнтӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Каҫран тӳпӗре ҫур уйӑх курӑнатчӗ, майӗпен ӑна юр пӗлӗчӗсем хупласа хучӗҫ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Клубри сцена ҫинче Кармен пулса ташламалла.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӗренни ҫеҫ ҫитмест Каролинӑна; вӗренни ҫитсен-и, такам вырӑнне кӗрсе лармалла!
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сӑнран чипер те тӑнпуҫлӑ хӗрарӑма ирӗк парсан, ҫул уҫса парсан, вӑл тата малалла талпӑнать иккен.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Малтан Влас хӳттипе ура ҫине тӑнӑскер, часах Власран хӑйӗнчен иртсех кайрӗ, Власран аслисемпе паллашса, паллаймиех улшӑнчӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Власпа Натиш туйне тума та вӑлах пулӑшрӗ-ҫке.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пысӑк столовӑй пуҫлӑхӗ вӑл, ҫӗмӗрттерет ҫеҫ, пурне те хӑй аллинче тытать.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кулюккан кинӗ те, чикан майри, пурнӑҫ тума пӗлет — Куҫми ҫине сурса та хумасть, уншӑн пулсан, упӑшки те пур, те ҫук…
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Авӑ, Иван Иванычсем епле пурӑнаҫҫӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫамрӑк ача мар ӗнтӗ Влас Ястребов ӗлӗкхилле тунката ҫинче сӗрме купӑс сӗрме.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Инженера тухрӗ пулсан, кантурта хӳтӗ вырӑн тупрӗ пулсан, ҫак ҫултан пӑрӑнас марччӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сумлӑ ятне ҫухатасран питӗ хӑрать Влас.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Натишӗ хӑйӗнех мар-ха та ӗнтӗ, мӗн тӑвас тетӗн, иртнине ҫын пӗлсен те, ял хушшинче ӗлӗкхи пекех пуҫа каҫӑртса ҫӳремелле.