Corpus of the Chuvash language

New

Вӑл ачасен ҫуллахи каникулӗ иртсен районти шкулсенче кӑҫал та Антип Николаевич Николаевӑн 95 ҫулхи юбилейне анлӑн ирттерессе шанать, унта хутшӑнма шутлать.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ахальтен мар Ҫар академийӗн ҫак ӑста профессорӗ ҫыравҫӑн пилӗк ҫул каярах район тата ҫывӑхри ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул директорӗсем, культура работникӗсемпе библиотекарьсем, писательсемпе спортсменсем, тӑванӗсем хутшӑннипе ирттернӗ 90 ҫулхи чаплӑ юбилейне тӗп хуларан килсе кайма ӳркенменччӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Мускаври чӑваш офицерӗсен «Сыны Отечества» обществӑлла пӗрлешӗвӗн председателӗн ҫумӗ, ҫар наукисен докторӗ Иван Николаев полковник Антип Николаевӑн иртнӗ вӑрҫӑра Александр Матросов паттӑрлӑхне кӑтартнӑ чӑваш салтакӗсем – Михаил Родионовпа Николай Афанасьев ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ очеркӗсем пулас хӳтӗлевҫӗсене воспитани парас ӗҫре хытӑ пулӑшнине палӑртрӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Писателӗн 80 ҫулхи юбилейне ирттерме эпир Хӑмӑшри тата Калининӑри шкулсене Петӗр Ялгир сӑвӑҫпа килсе кайнӑччӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Герман Желтухин писателе Антип Николаевичӑн патриотла туйӑмӗ питӗ ҫивӗч пулни тӗлӗнтеретчӗ, вӑл Совет Союзӗн Геройӗсен – Зойӑпа Александр Космодемьянскисен амӑшӗпе, Мария Тимофеевнӑпа, Шупашкарта йӗркеленӗ тӗлпулӑвне хаҫатри тӗрленчӗкре пысӑк хак панӑччӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

«Пионер сасси» («Тантӑш») хаҫатра ӗҫленӗ Василий Кервен сӑвӑҫ унӑн тавракурӑмне, интеллигентлӑхне халӗ те тӗслӗх вырӑнне хурать, юлашки ҫула ӑсатма Шупашкарта халӑх питӗ нумай пухӑннине, хӑй Калинино масарӗ ҫине пытарма килнине хумханса аса илет.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Шупашкарта пурӑнакан 75 ҫулхи пичет ветеранӗ, вӑрҫӑ ачи Алексей Тимофеев каланӑ тӑрӑх, ӑна Журналистсен союзӗ урлӑ хваттер илме Антип Николаевич хытӑ пулӑшнӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ӗҫри юлташӗсем Антип Николаева сӑпайлӑхӗшӗн, ыттисене яланах пулӑшма хатӗр пулнишӗн ырӑпа аса илеҫҫӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Икӗ хӗрӗ юрист тата экономист пулса ӗҫлеҫҫӗ, пӗр мӑнукӗ Ульяновскра фармацевта вӗренет, иккӗшӗ – гимназисткӑсем.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Борис Людмила мӑшӑрӗпе Шупашкарти «Элара» заводра тӑрӑшать, вӗсен Раҫҫей шайӗнчи наградӑсемпе хисеплӗ ятсем пур.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Виктор архитекторта ӗҫленӗ, Канадӑра океан шывӗ ҫинче ҫуртсем хӑпартнӑ, чирленипе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ, пӗр хӗр тӑлӑха юлнӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Антип Николаевӑн пӗтӗмпе 14 медаль.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Вӗсене иккӗшне те II степень Отечествӑлла вӑрҫӑ орденӗпе, «За победу над Японией», «За освобождение Кореи», Жуков медалӗпе тата ытти медальсемпе наградӑланӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче ядерлӑ полигон уҫсан унта службӑра тӑма килӗшнӗ, ҫемйи ун чухне Архангельскра пурӑннӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Мӑшӑрӗ Ленинградра хаҫат ӗҫне вӗреннӗ, округ хаҫатӗнче те вӑй хунӑ, Ҫурҫӗр тата Балтика флочӗсенче политработникра та тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

2-мӗш Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче японецсемпе ҫапӑҫма тӳр килчӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

– Амур облаҫӗнче, 9-мӗш Сывлӑш ҫарӗнче 886-мӗш батальонра аэродром сыхланӑ ҫӗрте службӑра тӑраттӑмччӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Совет Ҫарне 18 ҫулта Иркутскри ҫар комиссариачӗ урлӑ лекрӗм, автомашина водителӗ пулма вӗренсе тухрӑм, – аса илнӗччӗ пӗррехинче унӑн мӑшӑрӗ, Екатерина Федоровна Николаева (хӗр чухнехи хушамачӗ – Рыкова).

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

– Эпӗ Байкал кӳллинчи Ольхон утравӗ ҫинче ҫуралнӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed