Corpus of the Chuvash language

New

Шӑнкӑрав сасси еннелле ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗм, хирӗҫ иртсе каякан ҫара ҫуна ҫинчен пӗр яш ҫын якӑлт! сиксе анчӗ те ман утӑ ҫуни ҫине вӑшт-вашт хӑпарса выртрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куратӑн-и, Маркка пичче? — хыҫри Каврук мана кӑшкӑрчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ав ҫемски начальник!

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кунӗ ӑшӑччӗ, кӑшт ҫемҫе юр ҫукалатчӗ, — хуллен тапратрӗ Маркка пичче тӗтӗм витӗр хӑй патне пуҫтарӑннӑ ача-пӑча еннелле чалӑшшӑн пӑхса.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗлле…

— Пӗрре ҫапла Йӑлӑмран тавранаттӑмӑр…

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах хурал пӳрчӗ — ялти каччӑсемшӗн калама ҫук лайӑх вырӑн: юрласси-ташласси, куласси-вылясси, юптарасси е картла вылясси — пурте ҫавӑнта пулса иртет.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳрчӗ, тултан пӑхсан, виҫ-тӑват хӑлаҫлӑ кӗлет пек ҫеҫ, чӳречисем те — пӗри уй хапхи еннелле, тепри — урам еннеллескерсем — хуралҫин куҫ лакӑмӗсем, пекех хӗсӗк: краҫҫын ҫути пӗчӗк кантӑксенчен мӑчи куҫ пек кӑна курӑнать.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл та, ял хуралҫи Маркка пичче те сахал мар халӑх куҫҫулӗ юхнине курнӑ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав юмана хире-хирӗҫ, пӗр виҫҫӗр утӑмра, урама урлӑн пӗчӗк ҫеҫ хурал пӳрчӗ ларать.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Атте тесе, ай, чӗнтӗм те: Килех ывӑлӑм, ай, темерӗ..

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уй варринче — лаштра юман…

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав юман ҫинчен юрламан-ши салтак ачисем ӗлӗк вӑрӑм ҫула тухса кайнӑ чух:

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тунсӑхланӑ пулӗ: аялти турачӗсем хӑшӗ-пӗри типсе шурса кайнӑ, ват ӗмпичей сухалӗ пек урлӑ-пирлӗ чармакланнӑ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тем пек тилмӗрсе ыйтсан та, ку юман хӑй ӗмӗрӗнче мӗн курнине каласа кӑтартас ҫук.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тен, Сентиерпе Пинӗрпи ҫав вӑрманта пытанса пурӑннӑ?

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кам пӗлет, тен, вӑл вырӑнта сӗм вӑрман кашланӑ ӗлӗк?

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулнӑ пулӗ унӑн та ҫемйи, чылай хурлӑх-шурлӑх курнӑ пулӗ — халӗ нимрен хӑраман хуралҫӑ пек кунӗн-ҫӗрӗн ял пуҫӗнче чӑштӑртатса сас парать.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вунсакӑр ҫухрӑмранах курӑнакан лаштра юман сахалтан икҫӗр аллӑ ҫул Кутемере хураллать.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed