Corpus of the Chuvash language

New

Михаил Анатольевич хӑй те офицер пулнӑ май, пухӑннисене саламларӗ, вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун ҫинчен тӗрлӗрен калаҫни ҫинчен илтме пулать терӗ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Митинга Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Виссарионов уҫрӗ, ҫак кун ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса район пуҫлӑхне М.Пуклакова сӑмах пачӗ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Районтан Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ӗнерхи салтаксем, районта пурӑнакансем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем, шкул ачисем, пенсионерсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Хурлӑх сӗмӗллӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие паллӑ юрӑран илсен «Этот праздник со слезами на глазах...», - тесе те калас килет.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Вӑрмар поселокӗнче те йӑлана кӗнӗ йӗркепе афганец-воинсене чысласа вӗсен ячӗпе халалласа лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртрӗ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫак пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ туса мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать ҫав - февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа шӑп та лӑп 27 ҫул ҫитрӗ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне вулакан миҫе кӗнеке вуласа тухни ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

2014-2015 ҫулсенче тухнӑ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем районти тата ялсенчи библиотекӑсенче пур.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑлӑра районти тата ялсенчи библиотекӑсем урлӑ пӗлтерме пултаратӑр.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Эсир конкурса хутшӑнакан чи нумай вуланакан кӗнекесене палӑртасса шанатпӑр.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Вӗсем Л.В.Таллеровӑн «Ыр-хаяр» романӗ (2014 ҫ.), Г.А.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату» повеҫсемпе калавӗ (2014 ҫ.), М.Каҫалсем «Вӑй-хал кӗрет чӑн юрату хӑвачӗ» хальхаҫҫӑн ҫырнӑ сӑвӑсем (2014 ҫ.) кӗнекисем кӗнӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

«Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче пирӗн ентешсен произведенийӗсем те пур.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Районти тата ял библиотекисенче тӑрӑшакансем конкурсра ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулакансен конференцийӗсемпе диспутсем ирттерӗҫ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

«Чувашская космическая» номинацире космоса ҫын вӗҫсе кайнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ мероприятие палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

«Книжная столица» номинацире акци-конкурс ирттерес тӗлӗшпе чи лайӑх мероприяти хатӗрленӗ района палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

«Хальхи проза», «Современня проза», «Поэзия без границ», «Поэзи уҫлӑхӗ», «Радуга детства», «Савӑклӑ ачалӑх» «Тӑван ен» номинацисенче чи лайӑх вуланакан кӗнекесене палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вулаканнине палӑртма вулакансен сӗнӗвӗсене шута илеҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Асӑннӑ конкурсӑн тӗллевӗ - ҫынсене кӗнекепе ҫывӑхрах туслаштарасси.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Унта 2014, 2015 ҫулсенче кун ҫути курнӑ 300 ытла кӗнекене тишкерсе хак параҫҫӗ.

Help to translate

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed