Corpus of the Chuvash language

New

Вӗсен ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем пирки унта та вуласа пӗлтӗмӗр.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта Таланцевсем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Нина Арсентьевна иртнӗ ҫул «Негаснущая свеча» кӗнеке кӑларнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

70-мӗш ҫулсенче ҫеҫ, библиотека ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ хыҫҫӑн, кӗнекесене инвентаризациленӗ, халӗ вӗсем уйрӑмах паха, сайра тӗл пулакан литература секторӗнче упранаҫҫӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта та вӑл, чылай вӑхӑт шута илменскер, хуҫасӑр выртнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1954 ҫулта, темле майпа упранса юлнӑ паха кӗнекесен пуххине, Чӑваш республикин тӗп библиотекине леҫнӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне /библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Сӑмах май, вӑл ертсе пыракан вулавӑш паян та Таланцевсен библиотекинчи кӗнеке шкапӗсемпе усӑ курать.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ку енӗпе пире районӑн тӗп библиотекин директорӗ Нина Долгова нумай пулӑшрӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫак тӗллевпе Етӗрне районне, вӗсемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене, ҫитсе куртӑмӑр.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Паян вӗсен ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш меценачӗсене халалланӑ иртнӗ уйӑхри кӑларӑмра вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцевсем пирки кӑштах ҫырсаччӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленессипе тата ӑна уявлассипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планӗн проектне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме сӗннӗ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӗсенче юбилейсемпе ҫыхӑннӑ культурӑпа массӑллӑ мероприятисене йӗркелӗҫ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Плана ҫавӑн пекех культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилессине кӗртнӗ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх - палӑртнӑ вӑхӑтра асӑннӑ юбилейсемпе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Культура министерстви сӗнӳсем тӑратнӑ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Йышӑнусене майсене, лару-тӑрӑва шута илсе тӑваҫҫӗ. Пирӗн тӗллев - федераци тата регион бюджечӗсенче укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине кура плана улшӑнусем кӗртесси», - тенӗ вӑл.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Михаил Игнатьев ҫакна та пӗлтернӗ: юлашки ҫулсенчи экономикӑри лару-тӑрӑва пула мероприятисене пурнӑҫлас ӗҫе финанспа тивӗҫтерессине пӗчӗклетме тивнӗ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх - РФ Президенчӗн Указне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе асӑннӑ мероприятисене ирттерме хатӗрленес ӗҫе федераци министерствисемпе ҫыхӑну тытса йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed