New
Ачан таса, хутла, тӗрӗс сӑмахӗ ҫакӑ пулать те ӗнтӗ манӑн ӗҫӗн юлашки результачӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
— Манӑн професси питӗ лайӑх: ман куҫ умӗнче пӗчӗк ҫын улшӑнса пырать, унӑн майӗсем сарӑлаҫҫӗ, сӑмахӗсем пуянланса пыраҫҫӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
— Эпӗ учитель-логопед — манӑн кӑмӑл, чун-чӗрен шалти туйӑмӗ, кашни ачана хутла калаҫма пулӑшас тата вӗрентес кӑмӑл, — тунмасть Оксана Владимировна.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Лару-тӑру та тӗпренех улшӑнма пуҫларӗ: ывӑлӗн таса та тӗрӗс сӑмахӗ халӗ ҫемье членӗсене те, нумай йышлӑ тӑвансене те савӑнтарать кӑна!
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Данияра кунта професси логопечӗ Оксана Владимировна Метелева вӗрентме пуҫларӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Пирӗн лару-тӑру «Улыбка» ача садне ҫӳре пуҫласан тӗпренех улшӑнчӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Ача ҫавӑнтах кутӑнлашма, макӑрма пуҫлатчӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Килте кашни кунах, ача садне кайичченех, калаҫура тунӑ йӑнӑшсене тӳрлетме хӑтланса пӑхрӑмӑр, анчах ку питех те усса каймарӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Тӑватӑ ҫулхи Данияр хӑш-пӗр саспаллисене кӑшт ҫеҫ тӗрӗс маар калатчӗ, ҫитменнине тата кӑшт селӗпрех те калаҫать.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Пирӗн ҫемьере пӗр-пӗрин хыҫҫӑн виҫӗ ывӑл ҫитӗнеҫҫӗ, вӗсенчен аслӑ Арслан 2-мӗш класра вӗренет, кӗҫӗннисем Даниярпа Рустам Пишпӳлекри «Улыбка» ача садне ҫӳреҫҫӗ.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Ачан таса та хутла калаҫӑвӗ «Улыбка» ача садӗнчи учитель-логопедӑн Оксана Метелеван ӗҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать.
Тӗрӗс калама вӗрентет // Эльвина АХМЕТШИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2025- ... et-4143981
Ҫапӑҫу хирӗсенче куҫӗсене хупнӑ ентешсене асӑнса шӑплӑх минучӗ ирттерчӗҫ, йӑлана кӗнӗ йӗркепе палӑк умне хӗрлӗ гвоздикӑсем, симӗс чӑрӑш лӑссисенчен тунӑ гирлянда хучӗҫ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Мероприяти участникӗсем умӗнче Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗн — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, Вӑрмарти афганец-ветерансен канашӗн председателӗ Олег Кузьмин, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Геннадий Егоров тухса калаҫрӗҫ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Митинга Вӑрмарти территори пайӗн начальникӗ Александр Виссарионов уҫрӗ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Митинга Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн представителӗсем, ҫар ӗҫӗн ветеранӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсем, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта аслӑ классенче вӗренекенсем, преподавательсем хутшӑнчӗҫ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Вӗсене халалласа, пурин ячӗпе мар пулин те, пирӗн тӑрӑхра йӑлана кӗнӗ мероприятисем кашни ҫулах йӗркелесе ирттереҫҫӗ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Вӗсене халалласа лартнӑ палӑк ҫинче вырӑсла ҫакӑн пек йӗркесем ҫырнӑ: «Как трудно умереть, чтобы остаться, остаться в наших душах навсегда…», ун хыҫҫӑн Афган вӑрҫине Вӑрмар районӗнчен хутшӑнса пуҫ хунӑ кашни салтакӑн ячӗ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Афганистанра вилнӗ Вӑрмар каччисен кашнин ячӗ палӑк ҫинче, асра, вилӗмсӗр: Г.Н. Александров, Ю.Г. Иванов, Ю.Н. Семенов, М.П. Демидов, Р.Н. Петров, А.Н. Линга, Е.З. Александров, Н.А. Сергеев.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Ҫамрӑклах пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса Афган вӑрҫин ветеранӗсем кашни ҫулах февралӗн 15-мӗшӗнче хуть те мӗнле ҫанталӑкра та Вӑрмар поселокӗнчи интернационалист-салтаксене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче, Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак палӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ, патриотизмпа Тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑ тивӗҫ пирки калаҫаҫҫӗ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Унта Вӑрмар районӗнчен 200 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 8-шӗ ҫапӑҫу хирӗсенче ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ.