New
Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Атте мӗн ватӑличченех «штурвал» умӗнчен каймарӗ, хам та ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ тимӗр утпа туслашни.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
— Ку тӗлӗшпе пирӗн ҫемье династийӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Инженер специальноҫӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме ӗмӗтленекенскере, иртнӗ ҫулла ашшӗ вӗр ҫӗнӗ беларуҫ тракторӑн рульне шанса пани уншӑн тем пекех савӑнӑҫ пулни куҫкӗрет.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Аппӑшӗпе пиччӗшӗ ҫемьере вунӑ ҫула яхӑн ялан пӗрле пулма, пӗрне-пӗри хӳтӗлеме хӑнӑхтарнӑран-ши, Илюш та чӗнмесӗр чӑтаймарӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Юнашар ларакан амӑшӗн — Татьяна Николаевнӑн — ҫеҫ мар, хамӑн та сисмесӗрех куҫҫуль тумламӗсем пит ҫийӗн йӗр туса анчӗҫ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Калаҫу йӗрки-тӗркине кирлӗ пек ҫавӑрас тӗллевпе Ольӑран амӑшӗ пӗҫерекен чи-чи тутлӑ апат-ҫимӗҫ пирки ыйтсан, чиперкке пӳлӗне-пӳлӗнех икӗ-виҫӗ ят каларӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Пирӗн анне ҫӗр ҫинчи мӗн пур аннерен чи тутлӑ апат пӗҫерекенни!..» — терӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Сӑмахӗсене еплерех суйласа илме, хӑйсен ӑшӑ ҫунатти айне кӑлӑк чӑххи пек пуҫтарнӑ ашшӗпе амӑшне пӗчӗккӗллех пысӑк хак пама пӗлни тӗлӗнтерчӗ-тӗлӗнтерчех!
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Паян питӗнчен ӑшӑ кулӑ сӳнмен хӗрачапа арҫын ача амӑшӗн ытамӗнчен, ашшӗн чӗрҫи ҫинчен кайма пӗлмеҫҫӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Иртсе кайнӑ хура кунсене шӑпӑрлансем ас туманни те паха-тӑр.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Шӑпа вара темшӗн иккӗшне те ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахнӑ темелле.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Пӗри — ялта, тепри хула ҫывӑхӗнче ҫут тӗнчене телей курма тесе ҫуралнӑ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫак икӗ чун тӗпренчӗкӗ иккӗшӗ икӗ анне варӗнче ӳтленнӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Чун тӗпӗнче ҫур ӗмӗр ытла упранакан ҫак вӑрттӑн туйӑмсене вӑратма, ҫиеле кӑларма тӑваттӑмӗш класа ҫӳрекен Ольгӑпа виҫҫӗмӗшӗнчи Илюшка пулӑшрӗҫ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Нӑрваш Шӑхалӗнчи Узалуковсен ҫемйинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫакна тепӗр хут туйса илтӗм.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Гельнур Нурулловна вӗрентекен, шкул директорӗ 120 конкурсант хушшинче тивӗҫнӗ виҫҫӗмӗш вырӑн вӑл чӑнласах та паянхи кун таппинчен юлмасӑр тӑрӑшакан специалист пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе парать.
Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Хӑйӗн юратнӑ предмечӗпе республика шайӗнчи тупӑшура ҫӗнтернӗскер, «Манӑн чи лайӑх урок» темӑпа хисеплӗ жюри членӗсен умне тухса пысӑк хисеп ҫеҫ мар, «За службу образованию» медале те ҫӗнсе илнӗ.
Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Чылай чухне районти олимпиадӑсемпе тӗрлӗрен конкурсра палӑракан хастар хальхинче хӑйӗн професси ӑсталӑхӗпе педагогӑн маҫтӑрлӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинчех, Мускаврах, кӑтартма май тупнӑ.
Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Тутар Сӑкӑтӗнчи Г. Сабитова биологи учителӗн пултарулӑхӗпе харсӑрлӑхне, тавракурӑмне шӑпах ҫак сӑмахсемпе хаклас килет.