Corpus of the Chuvash language

New

Ак, Христинӑпа Андрей Васильевич тӗлне телей пӳрчӗ те, Елькка та савӑнӑҫлӑ, ав, Ельккан та килӗ-ҫурчӗ хӑтлӑхпа тулли, чӑп.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ия, нумаях та кирлӗ мар иккен ҫынна телейлӗ пулма.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӑшӑр ҫунат хушӑнчӗ тейӗн Ельккана, Андрейӑн чиксӗр савӑнӑҫне чухлаканскер, вӑл, икӗ савакан чуна татах та хӗпӗртӳ кӳрес тесе, чупса ӗҫлеме, пӗтӗм канӑҫне ҫухатса, алӑкӑн-тӗпелӗн вӗҫнӗ пек хутласа, сӑй хатӗрлеме тапратрӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурте йӗркеллӗ пулӗ… ҫиччас.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чим-ха, чим, эп ҫиччас, ҫиччас…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аре, ҫӗрулми лартса пӑрахрӑмӑр та паян, тасалтӑмӑр та пӗр чӑрмавлӑ ӗҫрен.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ыран, ак, кӑмака хутса, капӑртма шӑрши те кӑларӑпӑр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чим-ха, эп, ҫиччас, ҫиччас…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хам та пахчапа аппаланса…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эккей, систермен.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хырӑмӗ те выҫнӑ пуль килнӗ хӑнан.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Энтри, эсӗ те пулин чавса лартнӑ юпа пек ан тӑр-ха.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Алла, пирӗн киле те уяв ҫитрӗ иккен-ха.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫавӑ-ҫке, ҫавӑ, — хӗре ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранах куҫласа-ачашласа пӑхрӗ Елькка.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эсир Елькка алла вӗт, ҫапла-и?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Аван-ха, Елькка аппа, аванах, — тӑснӑ алла хӑйӗн икӗ аллипе те ӑшшӑн-ӑшшӑн ҫупӑрларӗ Христина.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ, тинех кӗтсе илтӗмӗр, эппин, хаклӑ хӑнана, тинех кӗтсе илтӗмӗр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗтетпӗр-кӗтетпӗр сана.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тем тесен те, Хреҫҫиех вӗт эсӗ?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— И-и, хӑна та пур-ҫке, — ҫӗклемне кӑмака умне пӑрахса, Елькка ҫамрӑксем патне хыпаланчӗ, салпун аркиле шӑлкаласа, Христинӑна алӑ пырса пачӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed