Corpus of the Chuvash language

New

Ял Совечӗсенче чухӑнсем ҫеҫ пулсан, вӗсем хӑшпӗр вӑтам хресченсене те пуянсен шутне кӗртсе хурӗҫ, пур-ҫук выльӑх-чӗрлӗхе те, ялхуҫалӑх машинисене те килӗрен салатса пӗтерӗҫ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах вӗсем, темшӗн батраксемпе чухӑн хресченсене ҫеҫ шанаҫҫӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки сӑмахсем хыҫҫӑн Миша кӑшт иккӗленсе тӑчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Большевиксен партийӗнче вырӑс рабочийӗсем ҫес мар, тӗрлӗ нацисен представителӗсем пур… —

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир Хусан кӗпернине кӗретпӗр пулсан, вӗсем вырӑссемшӗн ҫеҫ мар, чӑвашсемшӗн те, тутарсемшӗн те, ҫармӑссемшӗн те тата ытти вак халӑхсемшӗн те тӑрӑшӗҫ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗне кирлӗ вӗсене чӑваш хресченӗсем?

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Апла вӗсем Хусанти рабочисемшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ-ҫке?

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Авӑ, мӗнле ҫырнӑ унта: «Российӑри социал-демократла рабочи партин (большевиксен) Хусанти организацийӗн списокӗ».

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эппин, ҫиччӗмӗш списокшӑн сасӑламалла-и чӑвашсен? — тӗлӗнчӗ Павлуш.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрремӗш списокри чӑвашсем ӗҫхалӑхне ним усси те параймӗҫ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малалла ҫапӑҫмашкӑн пирӗн хӗҫпӑшал та ҫитес ҫук.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унсӑрӑн нимӗҫсем Раҫҫей ҫарне туххӑм аркатса тӑкаҫҫӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ большевиксен программипе пӗтӗмпех килӗшместӗп пулин те, вӑрҫа пӗтерес тесен, ҫавсем майлӑ кӑна пулмалла.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пур чӑваш кандидачӗсене те пӗр списока кӗртни, ман шутпа, тӗрӗс мар.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Краснов та ҫапла шутлать, — ӑнлантарчӗ пиччӗшӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Фронтран таврӑнакан салтаксем халь пӗри те нимӗҫсемпе ҫапӑҫасшӑн мар.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрҫа чарас ыйту пирки те эсерсем пӗр шухӑшлӑ мар: пӗрисем, Керенский майлисем, юлашки юн тумламӗ юлмиччен нимӗҫсемпе ҫапӑҫмалла, теҫҫӗ; теприсем, большевиксем майлисем, нимӗнле условисерех нимӗҫсемпе мир тумалла, теҫҫӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эппин, сан шутпа, чӑвашсемшӗн уйрӑм саккунсем пулӗҫ-и учредительнӑй пухура?

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эх, айван та ҫак эс, Павлуш!

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Учредительнӑй пухура пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, чӑваш халӑхӗшӗн сасӑлӗҫ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed