New
«Ӑнланӑр, вунӑ теҫетке пӳрт тумалла пирӗн, — ӳкӗтленӗ вӑл вулӑсран килнисене. Хушӑран вырӑсла та каланӑ: сто дворов», — тенӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Салтакран килнӗ чӑваш ял-йышне пӳрт-ҫурт тума пулӑшас тенӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫӗрне-кунне уямасӑр тертленнӗ-тертленнӗ те вӗсем, ҫӑварни иртсен, кун вӑрӑмлансан, яла таврӑннӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗлле арҫынсем кӗрешсе вӑрман каснӑ, Чӗмпӗрпе Улатӑр пуянӗсем патӗнче ӗҫленӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ури утан, куҫӗ куран этемӗн ачи-пӑчине выҫӑ вӗлерес килмен.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Унтан пӗр хутаҫ, кунтан ҫур хутаҫ тенӗ пек, вӑрлӑхлӑх ыраш пуҫтаркаласа, пушаннӑ ҫӗре алӑ вӗҫҫӗн те пулин хусӑкласа, кашни хӑйӗн ани пайне акса хӑварнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӑрман кӑкласа тыр акма ирӗк пани ҫинчен пӗлсен, савӑнмаллипех савӑннӑ вара.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Ҫӑпата тутине пӗлмеҫҫӗ, туррӑн кунне атӑ-пушмак тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ хуларисем. Ялан уяв пуль вӗсен?» текелесе шавласа илнӗ ҫӑпата ӑстисем.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пасара кайса сутма ялйыш япалине аван мар, ята ярас мар, тесе, пӗр лав ҫӑпатине каялла турттарса таврӑннӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫӑпатине, паллах, уес кантурӗнчисем йьшӑнман.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хайхискер Пӑва хулине ҫитет, ялйыш кучченеҫне (ҫав шутрах чӗн пек пиҫӗ пушӑтран тунӑ ҫӑпата та лавӗпех пулнӑ ун) ваттисен йӑлипе ырӑ кӑмӑлтан парнелеме тӑрӑшать.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫавӑнпа ӑна ял пуҫлӑхне суйланӑ, ҫурт-йӗр ҫавӑрмалӑх пӗрене касма, ыраш акса хӑвармалӑх вӑрлӑх тупма ӗмӗтленсе, уес хулине кайса килме хушнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ял-йышра вырӑсла пӗлекенни пӗртен-пӗр ҫын — Сутин мӑн аслашшӗ кӑна шутланнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫӗнӗ ҫӗре куҫса килнӗскерсем вырӑсла калаҫма вӗренесси пирки те ӗмӗтленнӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫӗнӗ ҫӗре куҫса килнӗ Йӗлмекассисен вырӑс, тутар, мӑкшӑ-ирҫесемпе килӗштермелле пулнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ялпа ял пурӑнать, теҫҫӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ку таврара вӑл ҫулсенче чӑвашсем сахал пурӑннӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Куҫ курать те, алӑ хӑрамасть, тенӗ пек, ӗҫлеме ӳркенмен чӑвашсем ҫумран пур тума тӑрӑшнӑ, мунча пек пулсан та пӳрт лартнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хутран-ситрен йӗлме йывӑҫҫисем курӑнкаланӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗсем куҫса килнӗ ҫулсенче ҫакӑнта вӗрене, ҫӑка, ӑвӑс, хурама кашласа ӳснӗ.