New
— Вӑт, ухмантей, ҫакнашкал тӗлпулушӑн йӗреҫҫӗ-и?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Э-э-э, эсӗ, тем йӗместӗн пулӗ те? — ачана ҫупӑрланӑ пекех хӗре хӑй ҫумне таччӑн ҫупӑрласа пӑчӑртарӗ йӗкӗт.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эпӗ — санӑн, санӑн, санӑн…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Андрей, Андрюша, Андрюшенька, — хӗр питҫӑмартийӗ тӑрӑх икӗ тумлам йӑрӑл-л! сӑрхӑнса анчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗчӗк ҫӗклемне пӑрахмасӑрах йӗкӗте мӑйӗнчен ыталаса тытрӗ те хӗр унӑн кушӑрханӑ тутине пӑшӑрханчӑк тутипе ҫулӑмлӑн, вӗрин ҫыпҫӑнчӗ:
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрататӑп эпӗ сана, Андрей, шутсӑр, шутсӑр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Темӗн чул курмӑшлансассӑн та пусахлаймарӑм хама хам.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Хирӗлтӗм, тавлашрӑм эпӗ хампа хам, хӑвалас, пистерес терӗм сӑнарна чӗремрен — ҫук, ӑс хушнӑ пек тӑваймарӑм, ҫитереймерӗм хал.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Христина, йӗкӗте питпе питех тӑраканскер, темӗнле вӑрттӑн вӑй тӗкнипе лӑш сулӑнчӗ ун кӑкӑрӗ ҫумне: — Пултараймастӑп эпӗ сансӑр, Андрей, пултараймастӑп, — терӗ вӑл, куҫҫулленме ӗлкӗрнӗ куҫӗпе каллех савнӑ ҫыннине тинкерсе.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Хӑваламастӑн-тӑк, кирлех-тӗк эпӗ сана — ак, йышӑн ӗнтӗ савнине, килтӗм ӗнтӗ яланлӑхах.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ну вӑрҫ ӗнтӗ, Андрей, тӑкӑлтар — вӑрҫмалли, тӑкӑлтармалли пур-тӑк, — куҫӗпе каччӑ куҫне тӗллештерчӗ-тӗллештерчӗ те, тӗллештерсессӑнех, именнипе, лап усрӗ пуҫне Христина.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калӑн: чӑн-чӑн юмах!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эсех-и вара ку, Хреҫҫи?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Турӑҫӑм! — тӗлӗннине халӑ те ирттерсе яраймарӗ-ха йӗкӗт.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫитменнине тата, мӑйӑнчен уртӑнас, чуптуса-ачашласа пӗтерес вырӑнне — тӑрать-ха, ак, ун умӗнче уй тӑмани пек — лӑпсӗр!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кам ухмаххи ват хӗрарӑмла ҫакнашкал» «манӑн килеслетет-ши?»
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Тьху!

Теессе тенӗччӗ те ҫав, ҫитрӗ те, курчӗ те, ав, савнӑ, юратнӑ Андрейне — тапратмӑш евӑкне те тӑнк-танк, лӑп-лап хантӑртаттарса хучӗ: «Манӑн килес. Кӗтменччӗ-им?»
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ҫитетӗп те, куратӑп та тахҫантанпах курман-калаҫман Андрее тӳрех мӑйӗнчен уртӑнатӑп, сӑмах чӗнейми тӑвичченех чуптуса-ачашласа пӗтеретӗп, нихӑҫан-нихӑҫан тапратманнине! — ҫепӗҫ-ҫепӗҫ чӗвӗлтетсе тӗлӗнтеретӗп», тенӗччӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫул тӑршшӗпех хӗр тӗлпулу саманчӗ епле пулма пултарасса уйласа пынӑччӗ.