New
— А эсӗ, Андрей Васильевич, тыт та пуҫӗпех кӑларса ывӑт ӑна чӗрӳнтен.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗрмешетӗн-кӗрмешетӗн, усси вара-а…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑв та тавҫӑрманах мар, ав: чылай чухне пӗр енлӗн кӑмӑлпа кӑна нимӗне те, нимӗне те вырӑнтан тапратма май ҫук.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чылай кансӗртерех, чылай кӑткӑсрах лару-тӑру…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Да-а, пытӑм та кӗрекене кӗрсе лартӑм, ҫӗнтертӗм, паттӑра тухаймарӑм ҫав-ха унта, Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑв тӑвайкки шайӗнчен пӑхсан, тӗрӗснех калатӑн-ха эсӗ, Дина, тӗрӗснех…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Анчах та кам тӑвайкки шайӗнчен пӑхсассӑн тӳлӗк?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Тӗрӗснех калатӑн, Дина, тӗрӗснех… — тути хӗррисене кӑмӑллӑн ӑшӑтса пӑрахрӗ Андрей Васильевич.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн, тӗрӗссине каламастӑп-им, ма пит кулса пӑхатӑр?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тупнӑ, ҫаклатнӑ пулӗ те пӗр-пӗр хӑй пекех вӗлтӗрккине — ҫӳрет пулӗ-ха хула урамӗпе анатӑн-тӑвӑн янкӑлтатса.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
(Ыйтрӑм та — хӗреснанне каласа пачӗ.)
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫыру та ҫырмасть, вӗлтӗркке.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лешӗ вара, Шупашкарти, ҫаврӑнса та пӑхмасть хӑвӑра.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Куратӑп, туятӑп вӗт эпӗ, сисетӗп, юрататӑн эсӗ ӑна, хытӑ-хытӑ юрататӑн.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Кала та луччӗ, Андрей Васильевич, ним пытармасӑр — ӗҫӗ те пӗтнӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗкӗнес тесессӗн те тӗкӗнеймӗн, — паҫӑрах вӑшӑклама пӑрахнӑ Дина алӑ тупанӗпе парта питне, тарӑхнӑн, ҫаврашкалата-ҫаврашкалата сӑтӑрма тытӑнчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Мӗнех калайӑн, чаплӑ ӗнтӗ отвечӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чечек ҫурчӗ санӑн чӗрӳ, ӑсна-кӗлеткӳне имлӗ пархатар пат-пат-пат тумласа ҫӗп-ҫӗнӗлетрӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапах та ӗнтӗ эсӗ унчченхи мар.