Corpus of the Chuvash language

New

«Граждансене меллӗ пултӑр тесе вӗсене кирлӗ эмелсемпе фельдшерпа акушер пункчӗсенчех тивӗҫтерме май тумалла.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Пур ФАПсене те пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарнӑ, ҫапла пациентӑн электронлӑ карттипе ӗҫлеме, республика шайӗнчи больницӑсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме май пур.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Кашни муниципалитета ялта пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑма куҫса ҫӳрекен мобильлӗ ФАПсемпе тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Иртнӗ ҫул «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шайӗнче республикӑри ялсенче 5 ҫӗнӗ ФАП туса лартнӑ, ҫав шутра Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче те 2021 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче модульлӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайрӗ.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Чӑваш Енре паянхи кун «Единая Россия» партин «Сывӑ пуласлӑх» проекчӗ шайӗнче пур фельдшерпа акушер пункчӗсенчен ҫуррине ҫӗнетнӗ.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

1-мӗш класа каякансем те парӑмра юлман, хаваслӑ сӑвӑсемпе савӑнтарнӑ, пӗлӳ илме хатӗррине палӑртнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Ачасемпе вӗренекенсене шкул директорӗ С.Антонов, райадминистрацин финанс пайӗн начальникӗ А.Енькова, районти финанспа хуҫалӑх ӗҫӗсемпе ӗҫлекен центрӑн начальникӗ — тӗп бухгалтерӗ О.Виссарионова, Кивӗ Вӑрмар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Васильев, Вӑрмарти Михаил Архангел чиркӗвӗн настоятелӗ Е.Илларионов иерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Николаев тата ыттисем те саламласа ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫу суннӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Кивӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта та уяв ячӗпе линейка иртнӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Савӑнӑҫпа ҫиҫекен ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле классенелле саланчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Акӑ, кӗтнӗ самант ҫывхарчӗ — пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси вӗренекенсене партӑсем хушшине ларма йыхравларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Ытти наградӑсем те сахал мар пулчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Хальхинче ҫак хисепе 11 класри Анна Михайлова, Даниил Васильев, Никита Сергеев, Александр Силеров, 9 класри Ангелина Семенова тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫак кун вӗренӳре, шкулӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче, спортра палӑрнӑ ачасене райадминистраци пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем парса чысларӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Пухӑннисене Пӗлӳ кунӗ ячӗпе шкул директорӗ П.Алексеев, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн начальникӗ Н.Борисова, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Тихвински Турамӑш турӑшӗн Мӑнҫырмари чиркӗвӗн настоятелӗ, V благочиннӑй округӑн благочиннӑйӗ Л.Ермолаев протоиерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Егоров саламларӗҫ, ачасене лайӑх вӗренме, ҫав вӑхӑтрах спортпа туслӑ пулма, творчествӑра ҫирӗп утӑмсем тума сунчӗҫ, вӗрентекенсене те ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Пурте капӑр та илемлӗ, пӑхса ытарма ҫук.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Акӑ хаваслӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ те вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри алла-аллӑн тытӑнса пӗрремӗш вӗрентекенӗсемпе пӗрле утса тухса хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне пурте шкул ҫумӗнчи стадионта пуҫтарӑнчӗҫ, 1-мӗш класа каякансем кӑна ҫук.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Районти ытти шкулсенчи пекех ҫак кун Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта торжествӑлла линейка иртрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Пӗлӳ кунӗ кӑҫал хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Кӑларӑма проект авторӗ Э.МИХАЙЛОВА хатӗрленӗ.

Help to translate

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed