Corpus of the Chuvash language

New

Лашасем вунӑ кун хушши пылчӑк ҫӑрчӗҫ, вун пӗрмӗш кунӗнче умра Мускав ҫывӑхӗнчи заставӑсем курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Воевода ҫыннисем питех те майӗпен пынӑн туйӑнчӗ ӑна, вӑл васкарӗ, унӑн часрах тӑван киле, тӑван Мускава ҫитесси килчӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кунне Черемисинов Чулхула воеводин ҫыннисемпе ермешсе Мускавалла тухса вӗҫтерчӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун хыҫҫӑн кирек ӑҫта ятӑр ӑна Василий Иванович (паллах, ҫакӑн пек вӑхӑтра вӑл ӑна ӗҫсӗр лартас ҫук), анчах ачасене тепре курмалла пултӑр, Любашӑпа тепре куҫа-куҫӑн калаҫмалла пултӑр.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван Семенович савӑнса кайрӗ: ҫапах та вӑрҫӑ пуҫланиччен вӑл килне тепре кӗрсе тухать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн ӗҫпе чӗнет сана аслӑ князь — пӗлместӗп, каламарӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврӑн та тӳрех кремле чуп.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Итле эппин, ун сӑмахӗ ҫапла: санӑн ним тӑхтаса тӑмасӑр Мускава таврӑнмалла.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Аслӑ князь сӑмахне кӗтетӗп, — терӗ сӑпайлӑн Черемисинов.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ кунта мӗн туса пурӑнатӑн? — терӗ вӑл думнӑй дворянина хӑтӑрнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Черемисинова тӳрех хӑй патне чӗнтерчӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чулхулана Василь-Новгород хулине тутарттарнӑ Александр Борисович Горбатый воевода килсе ҫитрӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав ҫар пуҫтарать, Мускав Хусанпа ыррӑн калаҫса татӑлаймарӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӗнтӗ сисрӗ: кӑҫал Атӑл лариччен киле таврӑнасси пулас ҫук.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей кайнӑ хыҫҫӑн Палецкий князь та Мускава таврӑнчӗ, Черемисинов ҫеҫ «аслӑ князь сӑмахӗ ҫитиччен» Атӑл хӗррине тӑрса юлчӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

III Василий ӑна Касимов таврашӗнче ҫар пухса Василь-Новгорода тухма хушнӑ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей Чулхулара нумай пурӑнмарӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куншӑн кӳренмерӗ Иван Семенович, — хан пур чухне княҫа чаплӑ йӑхран тухман ҫын тем тума кирлӗ пултӑр!

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах Чулхулана Хусан ханӗ пулнӑ Шигалей пырса ҫитсен князь Черемисиновран чылай ютшӑнчӗ, мӗн пур хыпарсене унпа ҫеҫ сӳтсе явма тытӑнчӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрлӗ ҫӗртен килекен хыпарсене те унран пытармасть князь, пӗлет, Василий Иванович патша Черемисинова питех те кирлӗ ӗҫсем хушать, думнӑй дворянин унӑн паллӑ элчи, шанчӑклӑ ҫынни.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed