Corpus of the Chuvash language

New

Малтанхи ҫул вӑл хваттерте Укахвисем патӗнче пурӑнчӗ, кӑҫал ҫулла, манӑн Тутаркас колхозӗнче ытларах ӗҫлеме тивет тесе, унта куҫса кайрӗ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Олимпиада (ялта ӑна Липа тесе чӗнеҫҫӗ) институтран вӗренсе тухнӑранпа иккӗмӗш ҫул агрономра ӗҫлет ӗнтӗ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви пухуран киле кайма Тутаркасра пурӑнакан участковӑй агрономпа — хӑйпе пӗр ҫулхи Олимпиадӑпа пӗрле тухрӗ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман калаҫнӑ май ял ҫыннисем ҫине пӑха-пӑха илет те ҫакна асӑрхать: хӑшпӗр хӗрарӑмсен куҫӗсем куҫҫульпе шывланнӑ, вӗсем пит-куҫне тутӑр кӗтессисемпе шӑла-шӑла итлеҫҫӗ, вӗсенчен кашниех халь Ятман ҫине пӑхса хӑйсен фронтри тӑванӗ ҫинчен шухӑшлать.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аманса яла таврӑннӑ фронтовиксенчен вӑл пӗрремӗш кӑначчӗ-ха.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятмана колхозниксем нумайччен калаҫтарчӗҫ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп персе анатӑп пулӗ тенӗччӗ, ҫапах та чӑтса ирттертӗм, хам тӗле килнӗ фашистсен самолетне персе ӳкериччен штурвала алӑран вӗҫертмерӗм…

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫапӑҫура ман ура хырӑмне снаряд ванчӑкӗсем ҫӗмӗрсе пӑрахрӗҫ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ ҫул Мускава хӳтӗлерӗм, кӑҫал Дон таврашӗнче ытларах ҫапӑҫма тӳр килчӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хам ҫинчен ман нумай каласси ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ ытла ир аманса стройран тухрӑм, — терӗ Ятман.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑвӑн ҫинчен каласа пар-ха, Ятман, — сӑмах хушрӗ ҫывӑхра ларакан Левентей.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Час-часах пирӗн пӗр летчик фашистсен виҫӗ самолетне хирӗҫ тухать, вӗсене парӑнмасть, ҫӗнтерсе, тӑшманӑн тепӗр ушкӑнӗ ҫине ыткӑнать…

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Совет летчикӗсем тӑшманӑн самолет нумай тесе хӑраса тӑмаҫҫӗ, вӗсемпе хӑюллӑн ҫапӑҫаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ хам авиацире пулнӑ, ҫавӑнпа тӑшмана пирӗн летчиксем мӗнле аркатни пирки хам пӗлнӗ таран каласа пама пултаратӑп.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фронтовиксем ҫӗнтерес шанчӑка пӗр минутлӑха та ҫухатмаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урӑхла пулма та пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑрҫа пирӗн пӗтӗм халӑх ҫӗкленнӗ…

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фронтовиксем ҫапла шутлаҫҫӗ те: тылри ҫынсем фронтра тӑшман аллине панӑ кашни хулашӑн хуйхӑраҫҫӗ, тӑшманран туртса илнӗ кашни хулашӑн савӑнаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана, киле паян ҫеҫ ҫитнӗ фронтовике, эсир вӑрҫӑ ӗҫӗсем ҫинчен ҫапла: чунтан-чӗререн калаҫнине итлесе ларма питӗ те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юлташсем! — терӗ вӑл майӗпен ҫеҫ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫран пӑхсах паллӑ, пурте вӑл каласса кӗтеҫҫӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed