New
Ҫӑварнипе мӑнкуна эрнепе мар, уйӑхӗ-уйӑхӗпе кӗтетчӗҫ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сайра хутран ҫемьере уяв пулатчӗ — мӑнкунра, ҫӑварнире тата тӑвансенчен кам та пулин авлансан е качча тухсан.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫакна ҫеҫ астӑвать: ашшӗпе амӑшӗ килте лашапа ӗне курмасӑрах ҫӗре кӗчӗҫ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑҫан тата мӗншӗн нумай илсе тултарнӑ вӗсем кивҫен — Марине халӗ калама та пултараймасть.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗпе амӑшӗн яланхи калаҫӑвӗ вара кивҫен илнӗ укҫана татса ӗне туянасси ҫинченччӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урӑх вӗсене нимӗн те илсе паман пулӗ — мӗнпур укҫа куланай тӳлеме каятчӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эрни-эрнипе ӗҫлетчӗҫ те, ашшӗ вара ачисене савӑнтарма лавккаран илемлӗ хутпа чӗркенӗ конфет е ҫинӗ чухне ванса тӑракан кӗрпеклӗ кӗлентӗр илсе килетчӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗпе амӑшӗ, пысӑк ҫемйипе шуйӑхса, пӳртре корзинка аватчӗҫ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ачалӑхне Марине тӗлӗкри пек ҫеҫ астӑвать.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темӗн те курма тивнӗ Маринене хӗрӗх пилӗк ҫул хушшинче ырри те, усалли те нумай пулнӑ пулӗ, пӗр аса илме тытӑнсан, вӗҫне те тухаймастӑн вара.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапла ҫав, пурнӑҫа пурӑнса ирттересси уй урлӑ каҫасси мар.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сахал шухӑш кӗрет-и пуҫа ун пек чух!
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кам пӗлет, тен ҫак вӑхӑтра Маринене ыранхи ӗҫсем канӑҫ памаҫҫӗ-тӗр е вӑл хӑйен пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫне, сисӗнмесӗр иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхне аса илет-тӗр.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр чухне, Сехре васкамасӑр калаҫнӑ хушӑра, Марине куҫӗсемпе таҫта инҫене тинкерет, вӑл шухӑшпа та аякка-аякка ҫитет пулмалла.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре те паҫӑрах сисрӗ, Марине пичӗ кӗҫӗр нихҫанхинчен ырӑ сӑнлӑ, сасси йӑваш та ҫемҫе, кулли кӑмӑллӑ та вӑтанчӑк, хӗр кулли пекех.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑнран та вӑл самаях шухӑшлӑ пек туйӑнать.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Марине, шӑнса кайнӑ евӗр кӗрӗкпе пӗркеннӗскер, ытлашши шарламарӗ, Сехрене итлерех пачӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку каҫ вӗсем пусма вӗҫӗнче чылай ҫӗрле пуличченех ларчӗҫ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хамах хуҫрӑм, ак Иван пиччерен ыйт.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Акӑ, анне, кур! — терӗ Сантӑр, ҫӑпата пуҫне ҫӗклесе.