Corpus of the Chuvash language

New

Тӗлӗнсе каймалла: йӳтенӗ юмӑҫ карчӑк каланине пӗтӗм ял ӗненсе пӑрахнӑ, пурте Урасметран мӑйракаллӑ шуйттантан хӑранӑ пек хӑраҫҫӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла, Чапкунпа тытӑҫса пӑхмалла пулать, анчах Сахвине карчӑкпа мӗн тумалла Урасметӑн?

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Урасмета пӑспа хӑратаймастӑн, темиҫе ялтан пуҫтарнӑ ясака «кӑна Сахиб-Гирей хушнӑ тӑрӑх илетпӗр» тенипе тиесе каяймастӑн.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗнӗ хакимӑн вӑйӗнчен ытларах пӑсӗ нумай пек туйӑнать.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кунӗпе ун ҫинчен шутларӗ пулин те хӑй Чапкунтан хӑраса тӑнине туймарӗ-ха.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗҫкӗн хаким ҫеҫ тасалтӑрччӗ часрах ялтан, ҫавӑ куҫ умӗнчен ҫухалтӑрччӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чураппа Урасмет мӗн пухнине упӑшки пекех тӗрӗслесе ҫӳреме шутламасть, паллах, тӗрӗслесен те ӑна улталасси пӗчӗк ачана улталассипе пӗрех.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай килте ҫук чухне пуяс пулать.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫнинчен те ытлашши хӑраса тӑма кирлӗ мар, — йытӑ вӗрет — ҫил илсе каять.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хитре сӑмахран кӗрӗк ҫӗлетеймӗн, Чапкун тав тунипе те пуйса лараймӑн.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ясака вӑл, паллах, Чапкуна парса ямасть, ырӑ ят илтессишӗн ҫав пурлӑха алӑран вӗҫертместех.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытла пуҫтахла тытаҫҫӗ хӑйсене князь ывӑлӗпе ҫӗнӗ хаким!

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах уншӑн Урасмет айӑплӑ мар.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑҫал ҫеҫ темле майпа Урак ывӑлӗпе тата ҫак путсӗр Чапкунпа тытӑҫса илме тӗл килчӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗри те усал сӑмах каламан, хур туман.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахал мар чаплӑ хӑна кӗрсе тухнӑ алманчӑ кил-ҫуртне.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен вӑл иҫниксемпе те, улансемпе те, Хусантан килекен мӑрсасемпе те чиперех пурӑнатчӗ-ха, вӗсене йышӑнма та, ӑсатма та пӗлетчӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн Чапкун ӳпкелесе каланипе килӗшес килмерӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑлхара вӗҫӗмсӗр ҫав сӑмахсем янӑрарӗҫ: «Хаким ҫыннисемпе килӗштерсе пурӑнма вӗренеймесен эс алманчӑ пулса пӗтерейместӗн».

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче вӑл мӗн пур усал шухӑшсене ыйхӑпа хӑваласа ярас тесе шӑналӑк сарнӑ вырӑн ҫине кӗрсе выртса пӑхрӗ, ҫук, ҫывӑрасси пулмарӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed