New
Тӗреклӗ ҫын пулин те, темшӗн, хӑйне вӑл ушкӑнра чи кӗҫӗнни пек тыткалать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куччанов ӳкӗтлеттермерӗ, купӑсне алла тытрӗ те ҫавӑнтах ташӑ ҫемми шӑрантарма пуҫларӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эх, Кучан тусӑм, тӑсса яр-ха чӑвашла, Валетпа ташша ҫапса илер пӗрре! — терӗ Насретдин.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Луччӗ чарас чӗлхене, хӑйсем калаччӑр мӗн каламаллине».
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Нивушлӗ вӗсем эпӗ кӳршӗ яла кайса килнине асӑрханӑ? — сехӗрленсе шухӑшларӗ вӑл, тарне ал тӳрчӗпе шӑлса илсе. — Халӗ вара тӗп тӑвасшӑн, унччен кӑштах мӑшкӑлласшӑн-ши?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сераситдинов ҫамки ҫине самантрах сивӗ тар тапса тухрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Туйрӑн пуль, кӳршӗсенчен пӗр сана кӑна чӗнтӗмӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Хальччен сисмен-тӗк, малашне сисӗн, — хулпуҫҫинчен юлташла ҫапрӗ ӑна Курносов.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Темскер, хальччен ун пеккине сисменччӗ эпӗ, — терӗ вӑл.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑшт хӗрнӗскер, Сераситдинов хайхи хӑюллӑнрах калаҫа пуҫларӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ҫи, ӗҫ, савӑн, тусӑм, — терӗ ӑна Атий, — кунта эпир пурте хамӑр ҫынсем.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр шутласан, капла сӑйланинчен питӗ тӗлӗнмелле-ха, ача…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шамшутдина тата ҫур стакан эрех ӗҫтерчӗҫ, чӑх тукмакки тыттарчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах ыттисем ӑна мар, Калюк текеннинех итлени сисӗнет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Йӳле янӑ та кӑкӑрӗнчен хӗрес мар, турӑ сӑнне ӳкернӗ тӑваткал медальон ҫакӑнса тӑрать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗпи те, шӑлаварӗ те хӑмӑр унӑн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тумланасса та вӑл тӗлӗнмелле, пӗр тӗслӗ тумланнӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр хӑрпӑк кӗлеткеллӗ чӑвашӗ кӑна, хура та хаяр сӑнлӑскер, ҫӑра сухалпа витӗннӗ ансӑр питӗнчи пӗчӗк хура куҫӗпе пӑраланӑ пек пӑхаканскер, хӑйне ирӗклӗ тыткалать — никама пӑхӑнманнине кӑтартасшӑн тейӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурте Калюк та Калюк теҫҫӗ ӑна хисеплесе.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫанталӑк шӑрӑх пулин те, вӑл сӑран пиншак, хром атӑ тӑхӑннӑ…