Corpus of the Chuvash language

New

1919 ҫул вӗҫӗнче пирвай Чӑваш ҫӗрӗнчен ҫурҫӗр енне, вӑрман каснӑ ҫӗре илсе кайнӑ Микулапа арӑмне, кайран, ватлӑха пула ӗҫлейменнине кура, Ҫӗпӗре ӗмӗрлӗхех ссылкӑна янӑ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Микула хӑй те Совет влаҫне пайтах сиен кӳнӗ иккен те, ӑслӑскер, пӗртте ҫакланман, пӗтӗмпех ӑссӑр Алюша пула инкеке лекнӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑ пирвай шуррисемпе ҫыхланса кайнӑ, вӗсемпе те пулин путлӗ пурӑнайман, тарса килнӗ, ун хыҫҫӑн ирӗксӗрех хураха тухнӑ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах пӗр ухмах ывӑл, кӗҫӗнни, Алюш ятлӑскер пулнӑ Микулан.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Совет влаҫӗ пуҫлансан та пурнӑҫа ӑнтарнӑ Кашкӑрсем.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аслӑ ывӑлӗ те, Калюкова ҫул кӑтартса яраканни, таврара паллӑ купца пулнӑ, Ехрем хуҫапа тӑванлашма хатӗрленнӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет суйман, Волков хӑй вӑхӑтӗнче, чӑнах та, ялта пуринчен пуян пурӑннӑ-мӗн.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех, кил хуҫи ытларах калаҫать: Экеҫ ялӗнче епле пурӑнни, кайран мӗнле-мӗнле нуша курни ҫинчен.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун пек чухне ҫур ҫӗрчченех калаҫса лараҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кил, ентеш, сыпар кӑштах кӑмӑла ҫӗклемелӗх, — тет вара Антуна хӑватлӑ сассипе.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чухне тем пулать ӑна, кунӗпе чӗнмесӗр ҫӳрет-ҫӳрет те каҫхине сӗтел ҫине пӗр литр «Красный восток» эрех кӑларса лартать.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Микула Антуна кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеттерчӗ ҫеҫ тени те тӗрӗс мар.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е патшалӑх йӗркипе куҫса килни ҫинчен, е леш мурне, ссылкӑна янине ӗнентерекенни.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Токумӗнт кирлӗ-ҫке.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Аванччӗ те ҫав, — хаш! сывларӗ Микула, — епле вырӑн илӗн-ха эс кунта?

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, енчен эпӗ те, хуҫалӑх йӗркелесе, сурӑхпа сысна ӗрчетме тытӑнсан? — ӗмӗтленчӗ Калюков.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт, ҫавсене ҫулла хулана кайса суткалатӑп вара.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӑм пӑсӑлмасть, тӗтӗмлесен — салӑ та, — ӑнлантарчӗ пӗррехинче хуҫа Антуна.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Икӗ ӗнепе пӑрусемсӗр пуҫне ытти вак выльӑх пур терӗ те-ха Микула, ҫав вак выльӑхӗ — ҫирӗм ытла сурӑх, пилӗк сысна, картиш тулли чӑх-чӗп, хур-кӑвакал-мӗн.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫӗ Кашкӑрсен хуҫалӑхӗнче хӗлле те мӑй таран иккен.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed