New
Ан тив, Крапивин кулӗ-и унран, хӑй юратнине арҫынна пирвай калама хӑйнӑ, тен, пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗнчен, е хӑй унран тахҫанах сивӗннӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавӑрас тӗллевпе кӑна ҫӳренӗ тесе калӗ-и, е хӑй ӗнтӗ сумлӑ ҫын, Сӑпани вара, унчченхи пекех, ахаль хӗрарӑм шутӗнчен тухайманнипе вӗсен ӳлӗм пӗрле пуласси пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар тейӗ-и — ҫыхӑнса-чӑлханса ларнӑ тӗвве пурӗпӗр салтмаллах-ҫке.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗнер кӑнтӑрла, пухура, чӑнах та, Крапивина курсан, Сӑпани кирлӗ сӑмаха хӑй пуҫласа ямашкӑн тӗв туса хучӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, епле хӑйтӑр Хӗлимун Сӑпанипе пуҫласа ҫавнашкал сӑмах тапратма, епле хӑйтӑр, вӑл, ахӑртнех, унӑн умӗнче хӑйне айӑплӑ туять-ҫке.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакӑн пирки нумай шухӑшларӗ хӗрарӑм, вара сасартӑк питех те ансат сӑлтава тавҫӑрса илчӗ: ҫук, вӑл та, ку та, тепри те мар Хӗлимуна уҫҫӑн калаҫма чӑрмантараканни!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Е тахҫанах хӗрарӑм тупнӑ-ши вӑл, сӑмахпа кӑна хусах пек курнӑҫланса ҫӳрет-ши?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нумай ӑс пухнӑскерӗн хутла та путлӗн вӗренеймен ҫынпа тек ҫыхланас килменни-и?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑй пысӑк ӗҫри ҫын пулни-и?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗн чӑрмантарать ӑна, ял ҫынни пек, уҫӑ кӑмӑллӑ пулмашкӑн?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗншӗн ҫапла пытарать-ха вӑл Сӑпание пурӗпӗр сисӗнекен туйӑмне?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Апла пулин те, Хӗлимун шанӑҫ кӳрекен пӗр ҫӑмах та каламанни вара пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тем тесен те, ӗмӗте ҫеҫ курни мар, чӑн сисӗм пекех туйӑнчӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хуняшшӗн, Ҫӑпата Матвин, пурнӑҫне илсе кайнӑ ҫав синкерлӗ ҫарату хыҫҫӑнхи тӗлпулу вӑхӑтӗнче Хӗлимун та ун ҫине ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхнине Сӑпани сисрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпани кӑмӑлӗнче те ҫапла пулса тухрӗ курӑнать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пулать ҫав тепӗр чухне ҫапла: тулать те тулать шыв ҫырмара, тытса тӑрать те тӑрать ӑна пӗве; анчах, акӑ, капланӑвӑн чикки ҫитет те, шар кӑна ҫурса ярать пӗвене, ӗмӗрӗпе пӗчӗккӗн сӑрхӑнас юханшыв шавласа-кӗрлесе илет вара пӗр кана, унчченхи тытӑнчӑкшӑн та, ӳлӗмришӗн те савӑнса юлас тесе.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗрре, хӑюлӑх ҫитерсе, пырса уртӑнӗччӗ те мӑйран, кӑвакарнӑ мӑйӑхлӑ тачкарах тутинчен чуптӑвӗччӗ ӑш каниччен, унтан, пуҫне унӑн сарлака кӑкӑрӗ ҫине хурса, тӑрӗччӗ те тӑрӗччӗ пӗр чӗнмесӗр, лӑпкӑн…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑҫал вара мӗн пулчӗ-ши — вилсе каясла курас килет Хӗлимуна.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр шутласан, пач ӑнланмалла мар пек, сакӑр ҫул ытла пурӑнчӗ-иҫ Сӑпани Хӗлимунсӑр, Венясӑр, арҫынсӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗлет-ха вӑл, унӑн, Крапивина пула упӑшки перӗнсе вилнӗ хӗрарӑмӑн, пачах урӑхла, ӑна ӗмӗр кураймасӑр пурӑнмалла пек.