Corpus of the Chuvash language

New

Кӑштах вӑхӑт иртсен тухрӗҫ те — алӑк умӗнче вӗсене каллех ҫак арҫын кӗтсе тӑрать.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Моряксем тепӗр лавккана кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Тепӗр киоск пекки патне чарӑнсан Артем пӑхрӗ те — ку туяллӑ арҫын юлман иккен, каллех вӗсем хыҫӗнче тӑрать.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ҫапла вӗсем ушкӑнпа пӗр лавккана васкамасӑр кӗрсе тухрӗҫ те урам тӑрӑх тӑвалла утрӗҫ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ҫӳллӗ тӳреме ҫитсе хулана та пӗтӗмӗшле курасшӑн.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Моряксен, ӗҫ хыҫҫӑн канма тухнӑскерсен, хулара сувенирсем туянас, пӗрер чашӑк кофе ӗҫес шухӑш пур.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Таҫти аякри ют ҫӗршывра-ҫке вӗсем кунта.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Анчах кунта палланӑ ҫынсем ӑҫтан пулма пултарччӑр!

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Артема ун пит-куҫӗ ҫывӑх сӑн-сӑпата аса илтерчӗ, таҫта курнӑ ҫын пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Вӑл туйи ҫине таянса, уксахласа моряксем хыҫҫӑн утать, куҫне илмест, вӗсене ҫав тери тинкерсе пӑхать.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, пичӗ вара хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Лешӗ кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпепе, сӑрӑ шӑлаварпа, уринче те сӑрӑ пушмак.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Артем малалла майӗпен утса лавкка ячӗсене вуланӑ вӑхӑтра ӑнсӑртран хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те утмӑл ҫула ҫывхарса пыракан туя тытнӑ лутра арҫынна асӑрхарӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Паян вара 30 градус ытла шӑрӑх, хӗвел хӗртет.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Часах тропик циклонӗ ҫитмелле ку вырӑнсене, вӑрах ҫумӑрсем тытӑнмалла, ӑна ҫумӑр сезонӗ теҫҫӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Халӗ Австралире декабрь, чи ӑшӑ уйӑх.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Хайхисем хулара тротуарпа вырӑсла калаҫкаласа малалла утаҫҫӗ, чӑвашсем вара хӑйсем хушшинче тӑван чӗлхепе те пуплесе илеҫҫӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Вӑл ушкӑн ертӳҫи, унсӑрӑн моряксен хулана тухма ирӗк ҫук.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ҫавӑнпа усӑ курса ултӑ моряк танкер ҫинчен анса хулана тухрӗ, вӗсемпе пӗрле капитана пулӑшаканӗ те пур, ӑна моряксем хӑйсем хушшинче «особист» теҫҫӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Тепӗр кун экипажа канмалли кун пачӗҫ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed