New
Ҫакнашкал ыйтусем ҫурални Юрий Поповшӑн та тӗлӗнтермӗш пулчӗ ахӑр.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
«Хамӑрӑн укҫапа вылятпӑр, - терӗ министр. - Формӑна илес-тӗк - эпӗ хамӑн укҫапа туяннӑ, 32 пин тенкӗ тӑкакларӑм - питӗ хаклӑ тееймӗн».
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Министрсем, депутатсем юлташла хоккей матчӗсем ирттереҫҫӗ - хоккей формине мӗнле укҫапа туяннӑ?
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан саккуна кӗртме сӗнекен улшӑнусемпе спорт министрӗ Сергей Шелтуков паллаштарчӗ - ун валли те тишкерекен ыйтупа пачах та ҫыхӑнман ыйту тупӑнчӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Ҫавӑнпа та, Валентин Сергеевич, гражданин тата суйлавҫӑ пулнӑ май манӑн сиртен ыйтмашкӑн ирӗк пур.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Ку - Чӑваш Ен бюджечӗн 1/3 пайӗпе тан: миҫе садик, миҫе шкул тума ҫитетчӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Федераци Канашне те шута илсен - пӗтӗмпе 10 млрд тенкӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
450 депутат валли, эпир шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, 2 млрд тенкӗ кайнӑ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Чӑнах та, 2015-2016 ҫулсенче Дума депутачӗсен укҫине ӳстермен.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Петр Краснов - парӑнакан йышши мар, каллех трибуна патне тухрӗ: - Политик искусстви ҫапла ӗнтӗ вӑл: каласса калать, анчах каласа ҫитереймест.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Думӑри шалу пирки сӑмах пулнине кура трибуна умне Раҫҫей парламенчӗн аялти палатин депутачӗ Валентин Шурчанов та тухрӗ: «Дума депутачӗсен шалӑвне пӗлтӗр те, кӑҫал та пысӑклатман. Пӗлтӗр ӗҫ укҫине 10% чакарма йышӑнтӑмӑр. Ҫапла вара бюджетӑн 125 млн тенкине перекетлесе хӑвартӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах Газпром ертӳҫисем хӑйсене кашнинех 240 млн тенкӗ бонус тӳлеме йышӑннӑ...»
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Халӗ субсиди илес кӑмӑллисен списокӗнче - 97 ҫын.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Чиновниксем валли хваттер туянма субсиди панине илес-тӗк - 2013 ҫулта 19 ҫынна пулӑшнӑ, 2014 ҫулта - 33 ҫынна.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Администрацире патшалӑх тата граждан служащийӗсен йышӗ - 106 единица. Унччен 96 пулнӑ. Икӗ патшалӑх должноҫӗ хушӑннӑ - вице-премьерсем».
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Вӑл тӗрӗс мар цифрӑсем асӑнни Васильева тарӑхтарнӑн та туйӑнчӗ: «Ку цифрӑсене эсир ӑҫтан илетӗр?
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Ҫак самантра каллех Моляков сас пачӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн йышӗпе цифрӑсем асӑнсах кӑсӑкланчӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Иккӗленмест: республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи ҫак виҫерен чылай пӗчӗкреххине шута илсен чиновниксен укҫана индексацилеменнипе хальлӗхе ҫырлахмалла.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Енчен те суйлавҫӑ вӗсемшӗн сасӑларӗ-тӗк, ҫын пирӗнпе алла-аллӑн ӗҫлеме хатӗр-тӗк - эпир пӗр ҫулпа утӑпӑр».
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
«Вӗсем урӑх фракцире пулса оппозицире тӑнӑ. Паян вара эсир вӗсене хӑвӑр рете йышӑнма хатӗр - ҫакӑ сирӗн фракцири ӗҫтешӗрсемшӗн кӳренмелле пулмӗ-и?» - «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗн ыйтӑвне те Николай Владимирович татӑклӑн хуравларӗ: «Паллах, праймериза хутшӑнни ҫын «Единая Россия» партирен депутат пулатех темелли сӑлтав мар.
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Унта хутшӑнас кӑмӑллисене эпир пурне те тарават.