Corpus of the Chuvash language

New

Ун сӑмахне итлесе, Эльгеев кӗрӳшӗ, Ваҫлей Иванчӑ, ҫӑмарта ӗҫӗпе пӗр уйӑх хушшинчех банкрота тухнӑ хыҫҫӑн киле пырса кӗме намӑсланнӑ пирки пушкӑртсем хушшинче ҫӗтӗк пуҫтарса ҫӳреме тытӑннӑ теҫҫӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ҫӑмарта сутти тӑвиччен — хӑмла хуҫи Паймук каларӑшле — «йӗм тӗп сутти» ту.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Земски управӑн членӗ пулнӑ пулсан та, кум-ҫке-ха вӑл.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ҫулталӑкра ҫӗр те пилӗк тенкӗ пуҫтарӑнсан та юрӗ, пин ҫурӑшӗ вырттӑр сан патӑнтах — тавар ҫинче вырттӑр», — тенӗ те Тоскинеев, Эльгеев унпа килӗшнӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Алра укҫа пур чухне ҫав кивҫенле илнӗ укҫана каялла илесшӗн пулмарӗ: ҫулталӑкра ҫичӗ процент ӳстерсе пыни, паллах, паха пулнӑ ӑна.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пин ҫурӑ!..

Анчах халь Эльгеев хӑйне Тоскинеев умӗнче айӑплӑн шутланӑ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пайтах пыллӑ сӑра та пӗрле ӗҫнӗ — «виличчен пӗрле, ай, пулар» — тесе те, пӗрне-пӗри алран тытса, сахал мар юрланӑ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеевӑн наследникӗ ҫуралсан, вӑл хӗпӗртесех ывӑлӗн хреснашшӗ пулма килӗшнӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Павловича земски управӑ членӗ пулма ҫӑмарта хуҫи Эльгеев сӗннипе суйланӑ, ӑна Тоскинеев асран ҫухатман, пархатарлӑ пулнӑ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн ҫамрӑкран пӗрле выляса ӳснӗ, икӗ класлӑ Шӗнерпуҫ шкулӗнчен пӗрле вӗренсе тухнӑ Сантӑрпа Микулай — халь Александр Павловичпа Николай Осипович — пӗр вӑхӑт пӗр-пӗрне ним чӗнме аптрарӗҫ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тин ҫеҫ кастарнӑ ҫамрӑк ӑйӑр, хуҫин шухӑшне чӗн тилхепе купарчана кӑшт тивнинченех ӑнланаканскер, вӗҫнӗ пекех ярӑнтарчӗ Шемшер улӑхӗпе.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев сулахай енчен пырса тӑрантас ҫине вырнаҫса ларчӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑҫта васкатӑн! — тилхепине ик аллипе карурах тытса, Александр Павлович лашине чарса тӑратрӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тпру, тпру-у, Буян.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эк-кей, кум, ан калаҫса тӑр, лар юнашар…

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Сирӗн ӗҫ пур пулӗ, Александр Павлович, васкатӑр пулӗ, — терӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапах та Эльгеев «Сантӑр кум» тесе хирӗҫ чӗнме хӑймарӗ:

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Кум» тесе чӗнчӗ-ҫке Тоскинеев, земски управӑ членӗ, тӗрмере пулнӑ ҫынран йӗрӗнмерӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав тери кӗтмен ҫынна курсан, камӑн чӗлхи ҫухалмӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed