New
— Раман Раманчӗ те ҫав, ытла ҫӑткӑн: мӗн чул ҫӑмарта леҫнӗ ун патне, ҫав шӑршлӑ эмелне пӳрнеске пек кӗленче тӗпне кӑна ярса парать, — кӳренсе сӑмах хушать вара хунямӑшӗ, кинӗ майлӑ пулса.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ытларах ӗҫсен пулӑшать те ку эмелӗ, анчах хвершӗл ҫичӗ тумламран ытла ӗҫме юрамасть, терӗ ҫав, — ҫак сӑмахсене хунямӑшне каланӑ хушӑра, хӑй вара, ӑнсӑртран пек, ҫиччӗ вырӑнне вун-вуниккӗ те тумлатать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хырӑмӗ пит ыратнӑ чух Укҫине аппа хӑш чухне пӗчӗк хӑмӑр кӗленчерен темскерле шӑршлӑ эмел те тумлатса ӗҫсе пӑхать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Лешӗ, ҫурӑмӗпе амӑш хырӑмӗ ҫумне ҫат ҫыпӑҫса, кушак ҫури пек ачашлана-ачашлана ҫывӑрса каять…
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫуммарах выртсам: ӑшӑпа кӑшт лӑпланаканччӗ, — тесе пӗчӗк Павӑлне ҫуммарах вырттарса ыталать вара ним тума аптӑранӑ пирки.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ах, ывӑлӑм, вар ыратать-ҫке, — тет вара ҫывӑрма выртсан Укҫине аппа.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах хӗрарӑма вырӑн ҫинче выртни килӗшмест — ураран ӳкиччех ӗҫле.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Укҫине аппа та кӑҫалхи ҫул час-часах вӑйран ӳкнипе аптӑра пуҫларӗ, вар-хырӑм ыратнипе больницӑна ҫӳрет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗлме ҫук, тен ҫав йӑла пиркиех Элкей Микули те тахҫанах ҫав чире ерсе кайнӑ пулӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пуян ҫынсен те йӑли халӑхӑннинчен иртмен: пӗр куркаран сӑра ӗҫесси — ӗмӗртен ӗмӗре пынӑ йӑла.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗр куркаран ӗҫесси, пӗр чашӑкран апат ҫиесси — ирӗксӗртен пулнӑ чухӑнсен йӑли, мӗн тӑвас тен.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Виле ҫӑви никама та тиркемест те, анчах хура пӳртлӗ хресченсене юратарах парать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анни, каярахпа, ют яла качча кайрӗ пулсан та, ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн ҫур ҫултанах вилсе выртрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Йӑхӗ вӗсен чахуткӑллӑ» тесе, ҫынсем ӗҫке те чӗнми пулчӗҫ ҫавсене, каччӑсем те Мӗкӗте хӗресенчен йӗрӗне пуҫларӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пускилсем ӑна курмаҫҫӗ, вӗсен чирне пӗлмеҫҫӗ, ҫапах йӑхӗ вӗсен усал теҫҫӗ, ашшӗ ҫулӗнчен иртес ҫук теҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халран ӳксех ҫын патӗнче ӗҫлеҫҫӗ хӑйсем: каҫхине вӗриленнипе имшӗнеҫҫӗ, ҫӗрле ӳслӗк аптӑратать, ирпе лачкам сивӗ тар ҫӳҫентерет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аннипе Саньккин качча кайма ҫулӗсем ҫитнӗ — хӑтана пыракансем ҫук: «йӑхӗ начар, чахоткӑллӑ», теҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗкӗтен килйышне те ҫав чир пырса ҫыпӑҫрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Арӑмӗ те халь юнлӑ сурса ҫӳрет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тенюк Макҫӑмӗ икӗ ҫул ӗҫлесех чахотка тупрӗ, нумай та пурӑнаймарӗ — вилсе выртрӗ.