Corpus of the Chuvash language

New

Асту, Осипӑча та ан шан, вӑл та хусах, чиперккесене куҫран вӗҫертмест.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Хӗрӳ питӗ чипер, ҫаклатса кайма пултараҫҫӗ, типпе юлатӑн.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Эсир мӗн пирки вӑрах калаҫатӑр? — ыйтрӗ ӗҫсӗр аптӑраса анаслама тытӑннӑ грузчик.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ху пӗлен, так.

Ыттине тепринче.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Так, тӳрӗ калакан тӑванне юраман.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӗҫех тӗлӗрсе каяттӑм сан сӑмах вӗҫне тухаймасӑр, — тӑрӑхлама пӑхрӗ ӑна Ванька.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Юмӑҫ пӑхатӑн-и, Осипӑч?

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Ара, ху пӗлен, так, ыран мунча кӗмелле, — атту иккӗмӗш эрне ҫакӑнта тусан ӑшӗнче, — терӗ вӑл юлашкинчен.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Осипӑч шофера йӑпатма тӑрӑшрӗ, май килнӗ таран Ваньӑна ӳкӗтлерӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хусах, авланман, арӑм ҫук — парӑм ҫук, тенине пӗлтерет ӗнтӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сулахай аллинчи ятсӑр пӳрнине самаях сарлака ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ хӑй.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗвелпе ӗннӗ кивӗ мӑк тӗслӗ виҫ пӗрчӗ сухалӗ, виҫ кӗтеслӗ хӑмӑр тӳме евӗр, янаххи хутламне килӗшӳллех витсе тӑрать.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Апӑрша этемми, тимӗр-бетон цехӗнчен тӗрӗс-тӗкел тухса шӑвӑнма ӗлкӗрнӗ ятпа, мӑйӑхне енчен-енне самаях вӑрӑм ӳстерсе янӑ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ун чухнех вӑл комбинатри складра ӗҫлеме сӗмленсе калаҫатчӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Осипӑч тенӗрен, вӑл — тимӗр-бетон цехӗнче ӗҫленӗ чухне пакгаузри Мамайкинпа пӗр хут мар «ырӑ» курнӑ этем-ха, Хӗритуна тарӑхтараканни, хӑй сӑмахӗпе калас-тӑк, материалшӑн ответлӑ рапутник».

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Осипӑч, ҫын мар эсӗ, хӑвӑн каччӑ чухнехисене манса кайнӑ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Яра пар, — кутӑнлашакана тӳртӗм тавӑрчӗ кладовщик.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пушатӑр, пушатмасан, пӑрахса каятӑп.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Политграмотӑна хамӑрӑн летучкӑра та ҫителӗклех вулаҫҫӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed