Corpus of the Chuvash language

New

Пӑрачкав районӗнче «Простор», «Россы Поречья», «КиПиАй Агро» хуҫалӑх механизаторӗсем чи малтан кӗрхи тырӑ пуссине тухнӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Красное Сормово» пӗрлешӳ тата «Таябинка» агрофирма районта ӗҫҫие ыттисенчен маларах пуҫланӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вӗсем вырмара комбайн штурвалне ҫирӗп тытса пырасса шанаҫҫӗ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Красноармейски районӗнче вырма умӗн 14 механизатор «Е» категори илме «Нива» вӗрентӳ центрӗн филиалӗнче экзамен тытнӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Пирвайхи кун кашни гектар 28 центнер тухӑҫ панӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Комсомольски районӗнчи Ф. Г. Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан Александр Безрукин механизатор ҫак эрне пуҫламӑшӗнче комбайнне кӗрхи ыраш уйне кӑларнӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫӗнӗ тырра кӗтсе илме складсене, йӗтемсене юсаса йӗркене кӗртнӗ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Прогресс» пӗрлешӳре кӑна кӗрхи культурӑсене вырма 5 комбайн хутшӑнать.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Хальхи вӑхӑтра «Прогресс», «Победа», «Рассвет», «Комбайн», «Яманчурино», «Клевер», «Колос» хуҫалӑхсенче, «Нива» агрофирмӑра тата ыттисенче ӗҫҫи хӗрсе пырать.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Елчӗк районӗнчи Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхра утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ертӳҫӗсемпе фермерсем вырман тапхӑрӗ пирки тӗплӗн канашланӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ун хыҫҫӑн кӗрхи тулӑ уйне куҫнӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Чи малтанах кунта 30 гектар ҫинчи пӑрҫана вырма тухнӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Патӑрьел районӗнчи «Малалла» агрофирмӑра ҫӗнӗ тухӑҫшӑн кӗрешӳ утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Строительство ӗҫӗ пӗтӗмпе 10 млн тенке кайса ларать.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вӑл пӗр сехетре 50 тонна чӗртавар йышӑнмалла.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Тырӑ типӗтекен комплекса тӗпрен юсаҫҫӗ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ӗҫҫи тӗлне кунта 50 ҫын вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ столовӑй /3 млн тенкӗлӗх тӑкакланнӑ/ хута янӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫак районти «ВДС» пӗрлешӳре те тунтикун вырмана пуҫӑннӑ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Кӑҫал кунта кӗрхисене 1320 гектар ҫинчен вырса илмелле.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Валентин Изендеевпа Юрий Иванов водительсем тӗшӗ-ленӗ тырра уйран автомашинӑпа турттараҫҫӗ.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed