New
1905 ҫ. декабрӗн вӗҫӗнче пухусем пит те нумайланнӑ, Григори Дмитриев хӑй килӗнче кашни кун пекех хресченсене пухма тытӑннӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
5. Патшалӑх думине яма представительсене суйламалла мар т. ыт. те.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
4. Пӗтӗм тӳлевсене, пуринчен ытла куланайсене пӗтермелле;
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
3. Манчжури ҫарне илсе кайнӑ хресченсене каялла хӑйсен ялӗсене ямалла;
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
2. Влаҫӑн, полицин хресченсен ӗҫӗсене хутшӑнмалла мар;
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
1. Ҫӗрулпучӗсен, мӑнастирсен, чиркӳсен ҫӗрӗсене туртса илмелле, вӗсене пӗтӗмпех хресченсен аллине ҫеҫ памалла;
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Ҫак пухусенче хресченсем приговорсем хатӗрленӗ, унта вӗсем ҫакнашкал ыйтусем кӑларса тӑратнӑ:
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Григори Димитриев малтанах пухусене хӑй килӗнче ирттернӗ, кайран ытти ҫуртсенче те.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Пур ҫӗрте те, пур пухусенче те Григори Дмитриевпа Беляев тухса каланӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Пуринчен ытла вӗсем Апашра пулнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Кун пек пухусем Чӑршкассинче те, Заовражнӑйӗнче те пулса иртнӗ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Хамӑр ялта (Эсеккассинче — Т. Г. ) эпӗр час-часах Трофим Филиппов патӗнче пухӑнаттӑмӑр, унта час-часах Г. Димитриевпа Н. Ф. Беляев пыратчӗҫ».
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Унта эпӗр час-часах Н. Ф. Беляева чӗнеттӗмӗр, вӑл пире кашни пымасренех хресченсен мӗншӗн кӗрешме кирли ҫинчен каласа паратчӗ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Эпӗр унта хаҫатсемпе кӗнекесене ушкӑнпа пухӑнса вулаттӑмӑр.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
«Малтанхи хут эпӗр Тренккассинчи Петр Степанов хресчен патне кайрӑмӑр, вӑл ун чухне Апашран тӗрлӗрен хаҫатсем, кӗнекесем илсе тӑнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Кун ҫинчен Эсеккассинчи хресчен Зайцев П. С. ҫапла каласа парать:
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Апашра тӗп вырӑн пулнӑ, унта революциллӗ литература пулнӑ, унтан вӑл таврари ялсене саланнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Анчах нумай прокламацисем Хусантан, Чулхуларан килнӗ, ӑна Хусанти Жандарм управленин ҫырӑвӗсем аван кӑтартса параҫҫӗ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Хӑшпӗр прокламацисене Атӑлӑн тепӗр енче те пичетлесе нумайлатнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Ку таврара ҫак вӑхӑтра Хусанти социал-демократсен организацин прокламацисене нумай салатнӑ, вӗсене Шупашкартан тӑратнӑ Прокламацисем хушшинче Хусанти социал-революционерсен прокламацисем те пулнӑ.