Corpus of the Chuvash language

New

Кӗҫени, пуҫӗ тӑрринчи йывӑрӑша ҫӑмӑллӑнах тӗксе йӑвантарнӑн, кӑкӑр тӗпӗпе тарӑннӑн, ӳлкевсӗррӗн хаш-ш хывласа ячӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шутларӑм-шутларӑм та, кунашкал тӑрпалтайпа вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеес ҫук тесе (ун чухне тата, телее, сухӑр юхтарнӑ ҫӗре ӑсанма чӗнсе ҫӳрекен ҫын та пынӑччӗ пирӗн яла), паспорт тутарнӑ-тутарман, тытрӑм та ярӑнтартӑм Ҫӗпӗрелле…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Ҫук, юратмастӑп эпӗ сана, картне картӑнман Кавӗрлене, килӗшместӗн эс мана. Хыҫҫӑн ҫӳресе, пушмаку тӗпне те пустуях ан ҫийӗнтер. Урӑххи туп», — тесе шат та пат касса татрӑм та ҫавна пӗррехинче, вӑрласа кӗрсе ирӗксӗр арӑм тӑвассипе сехӗрлентерме тытӑнчӗ хайхи.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лавккаҫӑччӗ те хӑй, часах икӗ хутлӑ чул ҫурт та ҫавӑрса лартаять имӗш, ҫӑмӑл машина та туянса яма кӑмӑлӗ пур-мӗн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Юрататӑп эпӗ сана, Кӗҫени. Сансӑр пӗр ҫеккунт та пурӑнма пултараймастӑп. Тух мана качча. Алӑ ҫинче кӑна мар, пӳрне вӗҫӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗп», — тесе йӑлӑна-йӑлӑна тилмӗрет, иксӗмӗр пӗрлешсен, пылпа ҫу пурӑнасса ӗнентерет.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калаҫтарма, хӑй енне ҫавӑрма хӗремесленет.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Клуба-мӗне тухаппи, кӳршӗрен-мӗнрен таврӑнатӑп-и — кускер пӳлет хурать ҫула.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавскер манран, ай тур-тур, вунӑ ҫула яхӑн та аслӑрахчӗ-няк.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Чӑн та, лешӗ хайхи ман ҫума сӑпса пек сырӑнман-тӑкки, эпӗте, паллах, Ҫӗпӗр таран ҫатӑлтаттарса килместӗмччех пуль.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Усӑсӑр пӑтӑрмахланнӑ кунсене шеллевсӗр, ним пӗлтерӗшсӗр аса илнӗн, лӑпкӑн та ҫатӑртатмасӑр, таралатлӑн калаҫрӗ вӑл.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, шӑтти-патти хӑтланса хӑҫан мӑшӑрлӑ пурнӑҫ чиперленни пур! — сасси тӑн-танрах тухрӗ пулин те, тарӑхни палӑрмарӗ Кӗҫенин.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени Матвин сылтӑм аллине шыраса тупрӗ те ӑна, мӑй ҫывӑхӗнчи кӑлт-кӑлт юн тымарӗ тӗлӗнче шӑппӑн выртаканскере, танлӑн, тав тунӑн чӑмӑртарӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Епле, шанатӑн-и эсӗ ҫавна, Кӗҫени?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗненӳ-хуҫаланӗ унта, этемле тараватлӑх шӑлами талса тӑрӗ…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирӗн пӳрт, Кӗҫени, килйыш пӳрчӗ, анлӑ та хӑтлӑ, хӗвел ларлаттарса кӗрекен чӳречесемлӗ тирпейлӗ пӳрт пулӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӳрт купалама ҫутӑ та шултӑра, сухӑр тапса тӑракан пӗренесем кирлӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, манӑн вара сана чӗре хӳттинче туптаннине, чӑн-чӑннине, яланлӑххине ҫеҫ илттерес килет.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хуть те кунӗ-кунӗпе ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе мутаслан — пурпӗр чӗрере мӗн калланнине тӗпӗ-йӗрӗпе шӗкӗлчесе параймаҫҫӗ-параймаҫҫех вӗсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, сӑмахсем, сӑмахсем!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт, пӗлетӗн-и…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed