Corpus of the Chuvash language

New

Ну, вӑрҫнӑ, ятланӑ пултӑр Турчӑка Кули Виталие.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӳсет.

Ку пур, йӑваш, тӳлек, тапратмасть урлӑ-пирлӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепри-тӗк, ҫав намӑс-симӗсе ҫухатнӑ Бонапарта тахҫанах хапха тулашне кӑларса пемелле, Йӳҫкас ӑҫтине яланлӑхах мантармалла.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ырӑ, сӑпай ҫын иккен вӑл Турчӑка Кули, унӑн тӑван мар ашшӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь вара, Бонапарт сывлӑшӗ тӑвӑнтарма тытӑннӑранпа…

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ача чухне ачалла хӑнӑху тенӗрен, ӳсерехпе, ҫитӗнерехпе пач ун енне ҫаврӑнса пӑхми пулнӑччӗ йӗкӗт.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Те Хвеччисӗ килйыш тилхепине ҫавнашкалтарах тытса пыниле, ашшӗ вырӑнӗнче мар, амӑшӗн ҫывӑх ҫынни вырӑнӗнче пекле кӑна шутланнӑ Турчака Кули Виталишӗн халиччен.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лешӗ хуть кала, хуть ан кала — пурпӗрех хӑйӗнешкел ҫеҫ хӑтланнӑ Виталий.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Амӑшӗн ачашӗ пулнӑ мая пит картсах та кайман вӑл Турчӑка Кулине Турчӑка Кули вырӑнне.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӳррипе, танлаштармах сӑлтавӗ те пухӑнайман унӑн.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чул пӳртре Боналарт сӑвӑр пек мӑнтӑрланма пикениччен, Турчӑка Кулине никампах та танлаштарса чӑрманман Виталий.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унчченрех ӑна асӑрхасах та кайман-тӑк, юлашки эрнесенче Турчӑка Кулине тӗсеме-тимлеме пуҫларӗ йӗкӗт.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асра ҫук ҫӗртен ҫак ҫынна тӑрук килӗштерсе пӑрахрӗ Виталий.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех пӗччен мӑштӑртатать.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Боналартпа Хвеччиса вара — хутшӑнтармасть.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫынна кӗленмест каскаламалли ӗҫе — йӑлт хӑй тыта-тыта тӑвать.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑҫтӑ пӑта ҫапмалла, ӑҫта ҫӗнӗрен мӗн ӑсталамалла — пур ҫӗрте те ҫыпӑҫуллӑ ун алли.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килте-ҫуртра арҫын валли тӗкӗнмелли мӗн пур — пурне те ҫавна тыта-тыта тӑвать.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗҫмен хушӑра — ӗҫлет.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed