New
— Эх, ҫапа пӗлмен чӑпӑркка! — вӗреме кӗнӗ сӑмавар евӗр хаш та хаш! хашлатать хуйхӑ пуснӑ Куля.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Эп ӗҫмесен, кам ӗҫет, эп ӗҫмесен, кам ӗҫет, пиртен ӗҫекен те ҫук…»
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пушатать те килӗштерекен шӗвеке — хӑнӑхнӑ юррине шапӑртаттарма хыпӑнать:
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Савӑкланать-ха, ак, савӑкланма тӗл лекнӗ чухне, сӗнен-пӗр эрех черккине ӳкӗтлеттерсех чӑрманмасть, янк!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫав сӑйпа ҫамрӑк автан пекех паттӑрланса кайрӗ те ӗнтӗ Турчӑка Кули, правлениренкӑнтӑрлана таврӑннӑ май паҫма ҫинче тӑрмашакансенекурнипе кунталла шатах патлаттарса кӗнӗскер.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кил хуҫи вара, ӗҫ пӗтернӗ хыҫҫӑн, тав тӑвас кӑмӑлпа, пулӑшакансене пӳрте чӗнчӗ, апат лартрӗ, сӑра-сӑй кӑларчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сухапуҫне, ҫулленхи йӑлапа, Матви тытрӗ, лаши пуҫне — Елькка хӑй.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Паҫмине ҫӗрулми ларттарчӗ паян Елькка, нимелесе.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Чим-ха, чим, Куля, тулӑклӑрах пул-ха эсӗ, килӗнте мар вӗт, ҫын патӗнче», тесе, урлӑ иле-иле пырать ӑна Матви, тек-текех урлӑ иле-иле пырать.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Эп ӗҫмесен кам ӗҫет, эп ӗҫмесен, кам ӗҫет, пиртен ӗҫекен те ҫук…» тесе, ӳпкине сывлӑш тултара-тултара, ҫинҫен те вӑрӑммӑн янраттарса ямах тӑрать те Турчӑка Кули хӑйӗн юратнӑ юррине — Матви чарсах чарать, такӑнтарсах такӑнтарать ӑна апла тума.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл — Никандр.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗншӗн тесен Динӑн халлӗхе хӑй те туйсах, чухласах ҫитереймен чӑнран та чӑн ҫул юлташӗ пур иккен.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шанать, ӗненет шӑп та лӑп ҫапла пуласса.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук, иккӗленмест Андрей Васильевич кун пирки пӗртте.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Паянхи хурлӑ куҫҫулӗ те, ӑнӑҫсӑр юратӑвӗ те манӑҫӗ унӑн, ӑшӗнче кӑварланакан ӗмӗчӗ, чӑн-чӑн хавхаланӑвӗ те чӑп-чӑммиех кӗрлеттерсе ҫитӗ, куҫа йӑмӑхтармалла шап-шурӑ ҫеҫке ҫурӗ ҫеҫке ҫурмалли вӑхӑчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑнланчӗ, чӗрипе сисрӗ Андрей Васильевич: вӗтӗмпех, пӗтӗмпех- йӗркеллӗ, тирпейлӗ такӑрланса пырӗ Динӑн хӗвеллӗхе ӑнтӑлас утма ҫулӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Никандр ун хыҫҫӑн тухрӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Андрей Васильевич еннелле тав тунӑн пӑхса илчӗ те, алӑк патнелле ҫирӗппӗн, ярт-ярт пусса, утса кайрӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах та йӗрессе йӗмерӗ вӑл, пӑрчӗ, хытарчӗ кӑмӑлне.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каллех куҫӗ хӗрхӳпе шывлана-шывлана килчӗ унӑн, ҫанҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ чикенчӗкӗ вӗлт-вӗлт-вӗлт чупа-чупа иртрӗ.