Corpus of the Chuvash language

New

— Вӑт, шухӑшлатӑп-ха, Кузьма Афанасьевич, — сӑмахне ҫав йӗрпех шутарчӗ Андрей Васильевич.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, тепӗр ултӑ ҫул юлнӑ унӑн ӗҫлесси, так, сначӑт…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Манран вӑл виҫӗ ҫул кӗҫӗн.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепӗр ултӑ ҫулччӗ-няк, — ҫамрӑк вӗрентекене пысӑк тимлӗхпе итлекенскер, ыйтӑва хӑвӑрт тавӑрса каларӗ Кузьма Афанасьевич.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пенсиччен-и?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тата миҫе ҫул ӗҫлемелле-ха унӑн пенсиччен?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ак ку-у…

Тепри-тепри ӑна педсовет ларӑвне кӑларса та аппаланса тӑмасть (ара, мӗн тӗрӗссипе мӗн тӗрӗс марри йӑлт ҫиелте вӗт-ха кунта), тытать те пӗртте анла марри пирки кирлӗ ҫӗрелле явапне ҫеҫ ӑсатать.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анонимка!..

Эпӗ ӑна ни тӗкӗнместӗп, ни усал тӑвас тесе хыпӑвса-тӑвӑлса ҫӳреместӗп.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑҫтан пӗр этемре ҫавӑн чухлӗ йӳҫек?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сисетӗп — такӑнам кӑна эпӗ пурнӑҫра, вӑл вара мана лаплаттарсах ҫапса ӳкерме хатӗр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл эпӗ пуҫ пӗкессе, авӑнарах ҫӳрессе кӗтнӗччӗ пулӗ те ӗнтӗ, хӑвӑр калашле, ав, Кузьма Афанасьевич, ҫапа пӗлмен пушши хӑйнех ҫаврӑнса чашлаттарчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну-и этем!

Малтан ятне пылчӑкпа варалас, унтан, чысне-сумне тикӗтлесен, ӗҫне кӑлтӑклас-пӑвӑртас тесе хӑтланчӗ вӗт-ха ҫавна Корнид Евграфович.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Меслечӗ, меслечӗ тата хӑҫанхи, эх!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт, иртрӗ педсовет…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Самайран, шухӑш ҫиппи сыпӑннӑн туйӑнсан, шарлаклӑ шыв юххи пек чармавсене тӑрӑна-тӑрӑна, каллех малалла пӗтӗрме-йӑлмаклама тытӑнчӗ вӑл сӑмах кал-калне.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

О-хо-хой… — кӑкӑр тӗпӗпе ассӑн сывласа ячӗ те Андрей Васильевич самантлӑха шӑп пулса ларчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑн та, юрать-и вара ҫакнашкал тасаран та таса ӗҫе шӑли-вали тума?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed