New
Хӗрарӑм тарҫӑсем юратаҫҫӗ Сююнбикене, мӗншӗн тесен вӗсемпе вӑл пӗрре те мӑн кӑмӑллӑ мар, хан арӑмӗсем кураймаҫҫӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сююнбике ку йӗркене пӑхӑнмасть, вӑл ханпа тӳрех хӑй калаҫать, ӑна хан пур енчен те пысӑк правасем панӑ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мусульмансен килӗнче яланах аслӑ арӑм хуҫа пулмалла, ытти арӑмсем упӑшкипе ун урлӑ калаҫаҫҫӗ, мӗн те пулин кирлӗ пулсан унран ирӗк ыйтса илеҫҫӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ытти арӑмсем кунта Сююнбике чӗнсен кӑна килеҫҫӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сафа-Гирей бустана ҫу каҫмалӑхах Сююпбикене панӑ — кан, хӑнасем пуҫтар, ывӑлна пӑх.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан майри хӑй улма йывӑҫҫисен айӗнче сарлака тӳшек ҫинче ачипе выляса выртать.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Садри кӳлӗ хӗрринче пӗр ватӑ ҫын — хан ывӑлӗн аталӑхӗ — пулӑ тытса ларать, пӗве пуҫӗнче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм — хан майрин тарҫисем — кӗпе чӳхеҫҫӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хапхасене питӗрсе илнӗ, чӳречесене пурҫӑн чаршавпа карнӑ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Казанка шывӗ хӗрринчи бустанра шӑп.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Нухайсем патне тыткӑна лекмен пулӗ те вӑл?
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ма урӑх ҫӗртен мар, шӑп ҫавӑнтан хӑпармалла тулса ҫитнӗ уйӑхӑн кӗҫӗр?
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку ӑна пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Паҫӑрах асӑрхарӗ Сафа-Гирей: уйӑх хӗвел тухӑҫ енче, нухайсен енче.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кремль картишне йӑлтӑртатакан пуличчен тасатнӑ йӗс ывӑс пек уйӑх ҫутатать.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан мечӗтӗ тавра ҫаврӑнса тухса вӗсем киле кӗмелли алӑк патнелле утрӗҫ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хуньӑшӗ килӗшмерӗ, Сююнбике пулӑшмасть-ши ӑна ку теветкел ӗҫре?»
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗнле хӑваласа ярас ку Юнуспа Абдуллана, тупа туршӑн?
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Кучак каялла ҫаврӑнса ҫитеймерӗ, — терӗ вӑл. — Таҫта хирте тӗл пулса ҫапӑҫса каймарӗҫ пулӗ те вӗсем?
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна халь хӑй вилсен кам хан пуласси мар, Юнуспа Абдулла хула тулашӗнче утлӑ ҫарпа сыхласа тӑни пӑшӑрхантарчӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Арӑмӗпе чиперех калаҫрӗ пулин те хӑй ҫак вӑхӑтра пачах урӑххи ҫинчен шухӑшларӗ.