Corpus of the Chuvash language

New

Ҫарта хӗсметре нумай тӑнӑскер, Телегин ҫакна аван пӗлет: тӑшмана тӗппипех аркатас тесен, чи пирвай ҫар пуҫне пӑчлантармалла.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Леш Сидорӑнне йӗрне-мӗнне те тупаймӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утаманпа ҫывӑх ҫыннисем вара, ахӑртнех, тарса пӗтӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑн, паллах, Калюковӑн ялсенчи хӳрешкисене ярса илме май килӗ: вӗсем — хуҫалӑх тытса пурӑнакан хресченсем, хӑрушлӑх ҫывхарнине сиссен те таҫта тӗнче хӗррине тарса ҫухалас ҫук.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен пӗр чип-чипер кун, хурахсем патӗнчен тарса, хӗреснашшӗне мӗн пӗлнине каласа парсан?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, пӗлсен-пӗлмесен те, малашне те каплах пулсан, вӑл хӗреснашшӗне, милицие нимӗн чухлӗ те усӑ кӳреймӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсен Йӗпреҫпе Вӑрнар енчи ҫыхӑнӑвӗсене те Телегин халлӗхе пӗлеймест.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмахран, вӑл темиҫе хут та Сидор ята илтрӗ, ҫавӑн канашӗсене хурахсем пысӑка хунине те, Мина вара, пачах урӑхла, ним вырӑнне хуманнине те асӑрхарӗ, анчах Сидорпа хӑйпе ку таранччен тӗл пулма май килеймерӗ-ха.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах чылай япалана пӗлеймест-ха.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлессе вара, чӑнах та, нумай пӗлет ӗнтӗ вӑл: ушкӑнри тӗп ҫынсем хӑш-хӑш ялтан иккенне те, килӗсене час е часах мар ҫӳренине те, вӗсенчи «хыпарҫӑсене» те, вӑрланӑ япаласене ӑҫта-ӑҫта пытарнине те…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ҫак хушӑра Телегин хурахсем ҫинчен чылай япала пӗлнинчен те мӗн усси?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑҫанччен ҫапла пулӗ-ши?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици ҫыннисемпе малтан калаҫса татӑлнӑ пек ҫыхӑнасси ҫинчен вара шухӑшлама та кирлӗ мар.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, конверт е марка туянма ниепле те май килмест-ҫке…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫырӑвӗ вара… тӳлесе илмелличчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен лешӗ ячех пулсан.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа вӑл пӗррехинче кӑна малтанах ҫырса хунӑ кӗске ҫырӑва, ыттисем асӑрхаман чухне, урампа пыракан ачана почта ещӗкне яртарма пултарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегина Калюков хӑйсен ушкӑнне чиперех йышӑнчӗ, анчах самантлӑха та айккине пӗччен ямасть-ха, кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ текелет ҫеҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр кун та, пӗр ҫӗр те канӑҫ памасть вӑл, кӑмӑла касмаллипех касать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗссипе каласан, Телегиншӑн чи хӑрушши — хӗреснашшӗ хушнине пурнӑҫласси мар, ҫак юлашки шухӑш пулса тӑчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed