Corpus of the Chuvash language

New

Хӑйӗнчен икӗ утӑмра выртакан кашкӑрсене пӑхса илсен, вӑл халь ҫав тери ывӑннӑ кӑна мар, халран кайнине туйса илчӗ, сухӑрлӑ йывӑҫ вулли ҫине вӑйсӑррӑн лак! ларчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ухмахсем, — шухӑшларӗ хӑй шеллесе, — аннӳпе пиччӳпе пӗрлех мана тапӑннӑ пулсан, ним мар тавӑраттӑрччӗ вӗсен пуҫӗсене ҫинӗ сунарҫа, хӑвӑр та чӗрӗ юлаттӑрччӗ, пӑшала авӑрласа ниепле те ӗлкӗреес ҫукчӗ эпӗ…»

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, самантрах тӗлле-тӗлле, иккӗшне те умлӑн-хыҫлӑн тӳнтерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эй, ӑссӑрсем, Сӑпанирен ӑҫтан тарайӑн!

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр икӗ ҫури ҫапӑҫма шутламарӗҫ, амӑшӗпе пиччӗшӗ пуҫ хунине курнӑскерсем, чӑтлӑхалла чавтарчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани вӗсене пӑхса тӑмарӗ, хӑвӑртрах пӑшалне авӑрларӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫура пуҫӗпе хыр вуллине пырса ҫапӑнчӗ те, мӗскӗннӗн нӑйкӑшса, йӑванса кайрӗ, те ятарласа, те ҫыран чӑнкӑран, халӗ ӗнтӗ тӳнсе кайнӑ амӑшӗ патнелле хуллен шуса анчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑна, хӑй ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ӳкесскере, тӗллесе те тӑраймарӗ — сулахай кӗпҫерен пӑшалне ун еннелле кӑнтарнӑ-кӑнтарман кӗрслеттерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна лектернине, лешӗ самантрах ӳкмерӗ пулин те, ҫавӑнтах туйрӗ вӑл, анчах ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӗ, мӗншӗн тесен хыҫалта вирхӗнсе пыракан ҫури сасартӑк хӑвӑртлӑха чакарнӑ амӑшӗнчен вӑшлаттарса иртсе кайрӗ те сунарҫӑ ҫине ыткӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани кашкӑр амине кӑкӑр тан тӗллерӗ те пӗррех кӗрслеттерчӗ сылтӑм кӗпҫерен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑнах ҫуи, ҫу каҫа самай ӳссе тӗрекленнӗскер, вӗҫтерсе хӑпарать, йӑваран ыттисем те сиксе тухрӗҫ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ — кашкӑр ами йӑваран вӗлт! сиксе тухрӗ те, хӑй ӗмӗрӗнче вуншар, ҫӗршер чӗрчуна туртса ҫурнӑ асав шӑлӗсем кӑнтарса тӑракан ҫӑварне хӑрушшӑн карса, тарӑху капланса-тулса ҫитнӗрен хӑрӑлтӑкпа чыхӑна-чыхӑна, тӑвалла, хыр вулли хыҫӗнче тӑракан Сӑпани патнелле хӑватлӑн тапса ыткӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, татӑклӑ тытӑҫӑва хатӗрленеҫҫӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр ами, ачисене тем ӑнлантарса, уласа-нӑйкӑшса илчӗ, унтан каллех пурте харӑссӑн хӑрлатма-хӑрӑлтатма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, инкек пуҫ тӑрринех килсе тӑнӑ чухне, йӑвана кӗрсе пытаннипех ҫемьене ҫӑлаймӑн, мӗншӗн тесен хӑрушлӑхӗ ку хӑй тӗллӗн иртекенскер мар, ӑна тапӑнса ҫех ҫӗнтерӗн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрӑм пурнӑҫӗнче хура-шура пайтах курнӑскер, пӑшаллӑ сунарҫа асӑрхасан, вӑл, паллах, кил умне хӑрушӑ инкек ҫитсе тухнине тӳрех ӑнланчӗ те каялла кӗрсе тарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех кашкӑр ами йӑваран сӑмсине кӑна мар, пуҫне кӑларчӗ те хальхинче ҫӳлелле вӗлт пӑхса илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ну, епле персе ӗлкӗрӗп», — шухӑшларӗ Сӑпани, анчах унӑн чунӗнче хӑрани-мӗнӗ сисӗнмерӗ, пачах урӑхла, ҫак самантра вӑл темле хавхаланса, хӑюлланса, ҫӑмӑлланса кайрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, пурте пӗрле тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, каварлашать ҫемье.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed